Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тутарстантан çĕнтерÿпе таврăнчĕç

13:07 02 ноября 2015 г.

Тутарстан Республикин вĕренÿ тата наука министерстви, Тутарстан халăхĕсен ассамблейи тата “Тутарстан халăхĕсен туслăх çурчĕ” патшалăх бюджет учрежденийĕ наукăпа практика конференцийĕ тата Раççей халăх шкул ачисен иккĕмĕш вулавне ирттерчĕç. Пĕрремĕш вулав иртнĕ çул çак вăхăталлах иртнĕччĕ. Юпан 28-мĕшĕнче Тутарстан тĕп хулине çичĕ халăх (вырăс, тутар, пушкăрт, чăваш, мари, удмурт тата мордва) ывăл-хĕрĕ пуçтарăнчĕ. Кусем кĕрет мар (заочный) турта мала тухнисем. Улт çĕр ытла ĕçрен 94 шкул ачин ĕçĕ малтанхи тапхăрта çĕнтерÿçĕсен йышĕнче пулчĕ. Вырăс, тутар, чăваш халăх ачисем уйрăм секцисем тăрăх пайланса ĕçлерĕç.

Çак сумлă конференцие Чăваш Республикинчен виçĕ вĕренекен йыхрава тивĕçнĕ. Вĕсен шутĕнче Шупашкар районĕн Тутаркасси вăтам шкулĕн 10-мĕш класс вĕренекенĕ Васильева Марина (вĕрентекенĕ – А.В. Ишова), Кăшавăш вăтам шкулĕн 11-мĕш класс вĕренекенĕ Карамаева Татьяна (вĕрентекенĕ – Е.А. Майков) тата Шупашкар хулин 59-мĕш шкул вĕренекенĕ Антошина Екатерина (вĕрентекенĕ – Е.Л. Чернова). Чăваш филологи секцинче чи маттуррисем 12-ĕн тупăшрĕç. Кунта Тутарстанта чăвашла тăрăшса вĕренекенсем те хăйсен тĕпчев ĕçĕсене хÿтĕлерĕç. Çивĕч тупăшура Татьяна Карамаева çĕнтерÿçĕн II степеньлĕ дипломне тата 7 пин тенкĕлĕх сертификата çĕнсе илчĕ. Марина Васильева конференцин лауреат димломне тата 3 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçрĕ. Çĕнтерÿçĕсен чи лайăх ĕçĕсене – пурĕ 50 статьяна – „Развитие и сохранение национальных языков в поликультурном обществе” кĕнекене пухса-пичетлесе кăларнă, вĕсене парне вырăнне кашниех пачĕç. Юлашкинчен шкул ачисем тата вĕсен вĕрентекенĕсем Хусан хули тăрăх экскурсире пулчĕç.

Тăван чĕлхене аталантарассине тата упраса хăварассине Тутарстанта патшалăх программи туса пурнăçа кĕртме тăрăшнине, унта пурăнакан кашни халăх хисепре пулнине палăртрĕç конференцие хутшăнакансем.

Чăваш чĕлхипе литератури кафедри çĕнтерÿçĕсене хатĕрленĕ Евгений Александрович Майкова, Шупашкар районĕн Кăшавăш вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенне, тата Альбина Валентиновна Ишовăна, Шупашкар районĕн Тутркасси вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенне, чĕререн тав тăвать, малалла тата пысăкрах çитĕнÿсем тума сунать.

 

 

 

                                                                                                                                                                     

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика