Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Асăну хăми уçрĕç

12:08 18 мая 2015 г.

Пурăннă пулсан кăçалхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче И.А. Андреев профессор 87 çул тултарнă пулĕччĕ. Шел пулин те, 2011 çулта вăл çĕре кĕчĕ. Иван Андреевич чăваш чĕлхи пĕлĕвĕшĕн кăна мар, тĕрĕк чĕлхисен пĕлĕвĕшĕн те пысăк ĕç туса хăварчĕ. Учёнăй палăртса хăварнă чĕлхе наукин ыйтăвĕсем сахал мар тĕпчевçĕ ĕмĕрне çитĕç-ха.

Республикăн чăваш чĕлхи учителĕсем, патшалăх гуманитари институчĕн, вĕренÿ институчĕн ертÿçисемпе ĕçченĕсем И.А. Андреевăн наукăри тÿпи пысăк пулнине палăртса вăл пурăннă çурт çине асăну хăми çакма сĕнчĕç, ку тĕлĕшпе чылай ĕç турĕç. Асăну хăмине шăпах профессор, академик хăй çуралнă кун уçрĕç. Владислав Немцев скульпторпа (унпа пĕрле çамрăк скульпторсем Мария тата Игорь Голубевсем те ĕçленĕ) гуманитари институчĕн ăслăлăх канашĕн секретарĕ Л.П. Петров чаршава сирчĕç те, пухăннă халăх умне Иван Андреевичăн асран кайми сăнĕ тухса тăчĕ. Мемориал хăмин çÿл енче – И.А. Андреевăн барельефĕ, ун айĕнче – хăмана кам ячĕпе çакнине калакан текст. Барельеф валли И.А. Андреевăн хăтлă сăн ÿкерчĕкне илнĕ: çĕклентерсе хыçалалла тирпейлĕ тураса хунă çÿç, çÿллĕ те уçă çамка, профессор сăнне кĕртекен йĕкĕр янах, тăртанчăк куç айĕ. Костюмпа галстук. Асăну хăмине уçнă çĕрте И.А. Андреевăн ĕçтешĕсем, вĕренекенĕсем, çывăх çыннисем пулчĕç, учёнăя кăмăлтан аса илсе ырă сăмахсем каларĕç, асăну хăми уçăлнăшăн хавас пулнине палăртрĕç. 

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика