08:00 21 апреля 2014 г.
Ака (апрель) уйăхĕн 18-мĕшĕнче кашни çул ирттерекен наци культурин «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн республика уявĕ иртрĕ.
«Çăлтăрчăк» номинацире чăваш тата вырăс шкулĕсенче 7-9 классенче вĕренекенсем 5 станцире тупăшрĕç:
1. «Чĕлхе – халăх мулĕ» – чăваш чĕлхи;
2. «Чăваш Республикин паллă вырăнĕсемпе паллă çыннисем»;
3. «Чăваш халăх сăмахлăхĕ»;
4. «Илемлĕх тĕнчи»; – чăваш литератури хайлавĕсене илемлĕ вулани;
5. «Пирĕн пултарулăх» – ачасен пултарулăх тупăшăвĕ: юрă юрлани, ташă ташлани, харпăр хăй сăввисене вулани т. ыт. те.
Конкурса чăваш шкулĕсенчен 16 ача хутшăнчĕ. Çĕнтерÿçĕсем çаксем пулчĕç:
Дарья Федорова, Шупашкар районĕн Кăшавăш шкулĕн вĕренекенĕ – 1-мĕш вырăн. Ертсе пыраканĕ – Майков Евгений Александрович учитель.
Наталья Яковлева, Етĕрне районĕн Тури Ачак шкулĕн вĕренекенĕ – 2-мĕш вырăн. Ертсе пыраканĕ – Максимова Галина Владимировна учитель.
Анастасия Тишова Комсомольски районĕн Нĕркеç шкулĕн вĕренкенĕ– 2-мĕш вырăн. Ертсе пыраканĕ – Ефремова Надежда Кронидтовна учитель.
Анита Маркова, Вăрнар районĕн Туçи Çармăс шкулĕн вĕренекенĕ – 3-мĕш вырăн. Ертсе пыраканĕ – Никифорова Лидия Наумовна учитель.
Арина Егорова, Сĕнтĕрвăрри районĕн Октябрьски шкулĕн вĕренекенĕ – 3-мĕш вырăн. Ертсе пыраканĕ – Васильева Татьяна Анатольевна учитель.
Кристина Краснова, Муркаш районĕн Ярапайкасси шкулĕн вĕренекенĕ – 3-мĕш вырăн. Ертсе пыраканĕ – Васильева Надежда Михайловна учитель.
Вырăс шкулĕсенчен 16 ача хутшăнчĕ. Çĕнтерÿçĕсем:
Салампи Прокопьева, Шупашкар хулин 39-мĕш шкулĕн вĕренекенĕ – 1-мĕш вырăн. Ертсе пыраканĕ – Кудряшова Галина Вячеславовна.
Дария Дюкина, Патăрьел 2-мĕш шкулĕн вĕренекенĕ – 2-мĕш вырăн. Ертсе пыраканĕ – Хлебникова Галина Фирсовна учитель.
Ксения Полытова, Çĕнĕ Шупашкарăн 6-мĕш гимназийĕн вĕренекенĕ – 2-мĕш вырăн. Ертсе пыраканĕ – Анисимова Елена Леонидовна учитель.
Кристина Иванова, Шупашкар хулин 24-мĕш шкулĕн вĕренекенĕ – 3-мĕш вырăн. Ертсе пыраканĕ – Агафонова Людмила Германовна учитель.
Марина Суслова, Шупашкар хулин 19-мĕш шкулĕн вĕренекенĕ – 3-мĕш вырăн. Ертсе пыраканĕ – Мазикова Роза Анатольевна учитель.
Елена Эверскова, Вăрмарăн Г.Е. Егоров ячĕллĕ вăтам шкулĕн вĕренекенĕ – 3-мĕш вырăн. Ертсе пыраканĕ – Васильева Галина Николаевна учитель.
Çĕнтерÿçĕсене, вĕсен ертÿçисене чĕререн саламлатпăр!
Чăваш шкулĕ валли тунă ыйтусем→
Хула шкулĕ валли тунă ыйтусем→
Итоговые протоколы "Туслăх хĕлхемĕ"→
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии