Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Чăваш чĕлхи Кунне халалланă митинг-концерт иртрĕ

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пĕтĕм чăваш тĕнчи хамăр чĕлхен пĕлтерĕшне пысăка хурса хакласа, ăна сума суса уявсем ирттерчĕ. Чăваш наци библиотеки умĕнчи И.Я.Яковлев палăкĕ умĕнче те Аслă Вĕрентекĕнĕмĕре асăнса, чăваш чĕлхине мухтаса митинг иртрĕ. Ăна йĕркелекенĕ: "Чăваш Республикинчи профессиллĕ çыравçăсен пĕрлĕхĕ" обществăлла организаци. Уяв йĕркелÿçи - çыравçă, ЧНК проекчĕсен координаторĕ Елена Светлая, режиссерĕ - "Нарспи" клуб ертÿçи Лидия Константинова.

Концерт Шупашкарти "Нарспи" халăх юрăпа ташă ансамблĕпе "Сарпике" ташă ушкăнĕн пĕрлештернĕ театрализалинĕ хăтлавĕпе пуçланчĕ. Хӑйӗн йӑх-шывӗн тымарне, историне пӗлекен халăх – вӑйлӑ. Çак шухăша тĕпе хурса лартнă ку композицине.

Митингăн официаллă пайĕнче Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов, Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ тата Шупашкар хулин Хисеплĕ çынни Николай Федорович Угаслов, Хыпар" издательсто Çурчĕн тĕп редакторĕ тата директорĕ Татьяна Геннадьевна Вашуркина, Чăваш Республикинчи профессиллĕ писательсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Геннадий Аркадьевич Максимов, чăваш халăх поэчĕ Юрий Семенович Сементер тата ыттисем те тухса саламларĕç.

Пухăннисем И.Я.Яковлевăн Халалне тепĕр хут итлерĕç, Аслă патриархăмăра асăнса, сума суса унăн палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

-Аннемĕрсем кăкăр сĕчĕпе, аттемĕрсем çÿлелле утьăкка çиктерсе вĕрентнĕ тăван чĕлхемĕр пире авалхипе малашлăха çыхăнтаракан чĕлхе. Пирĕн çак çыхăнăва сыхласа хăварасчĕ, тăван чĕлхене, халăхăмăрăн пуянран та пуян йăли-йĕркине юратса, хисеплесе упраса, Чăваш Енре пурăнакан ытти халăхсемпе килĕштерсе пурăнасчĕ,- Çак сăмахсемпе вĕçлерĕç уява ăна ертсе пыракан ЧНК культура комитечĕн пайташĕсем, наци радиовĕн журналисчĕсем Ирина Лампасовапа Алексей Иванов.

Юлашкинчен митинг-концерта пухăннисем пурте пĕрле вăйă карти туса çаврăнчĕç.

 



25 апреля 2017
16:26
Поделиться