Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина с Праздником Весны и Труда

Елчĕк енĕн хисеплĕ çыннисем, ентешсем!

Сире чĕререн Çуркунне тата Ĕç уявĕ ячĕпе саламлатăп!

Çак уяв тăрăшуллă ĕçпе, çут çанталăк чĕрĕлĕвĕпе савăнса пурăнма хистет. Хăй ĕçне юратса, тăрăшса пурнăçлакан çын чăннипех те телейлĕ пулма пултарать. Пиртен кашнийĕ тĕрлĕ ĕçре вăй хурса унта хăй пĕлĕвне, пултарулăхне парать, çĕр-шыв аталанăвне хăй тỹпине хывать. Тăрăшулăх, ырă улшăнусем патне туртăнни пире ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама хавхалантарса пыраççĕ. Уяв ячĕпе саламласа сире ĕçре ăнăçу, çĕнĕ çитĕнỹсем, çемйĕрсенче телей, ырлăх-сывлăх сунатăп.

 

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Н.П. Миллин



28 апреля 2012
00:00
Поделиться