Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы администрации Яльчикского райна Н.П.Миллина с Днем физкультурника

 Хисеплĕ физкультура ĕçченĕсем, спортсменсем тата спортпа туслă çынсем!

Сире чĕререн физкультурниксен кунĕ ячĕпе саламлатăп! Спортпа туслă, сывлăхлă çынсем общество тĕрекĕ шутланаççĕ, вĕсене кирек мĕнле ĕçре те ăнăçу, çитĕнỹ кĕтет. Ачасем сывлăхлă, спортпа туслă çитĕнччĕр, çĕнĕ çитĕнỹсемпе савăнтарччăр тесе куллен тăрăшатпăр. Районти çутă та капмар спорт залĕсем, хоккей площадкисем, физкультурăпа сывлăх сиплев комплексĕ сывлăха çирĕплетме, спортра çитĕнỹсем тума, пултарулăха туптама хушма майсем уçса параççĕ. Район çамрăкĕсем паллă ентеш-спортсменсенчен тĕслĕх илсе малашне çĕнĕ çитĕнỹсемпе савăнтарасса шанса тăратпăр.

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, телей, юрату, ĕçре тата спортра пысăк çитĕнỹсем тума ăнăçу сунатăп!

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ             Н.П.Миллин.



12 августа 2011
00:00
Поделиться