Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление главы Урмарского района с Новым годом и Рождеством Христовым

Хаклă ентешсем! Районăн хисеплĕ çыннисем!
 
Сире чĕререн Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен ячĕпе саламлатăп!
Сисĕнмесĕрех тепĕр çул хыçа юлчĕ. Иртнĕ çула пĕтĕмлетнĕ май унта кашнийĕ хăй тỹпине хывнине асăрхатпăр. Çĕнĕ çулпа вара хамăрăн çутă ĕмĕтсене çыхăнтаратпăр, çĕнĕ çитĕнỹсемпе телей кĕтетпĕр.
Хаклă ентешсем! Сире пурсăра та, çĕр çинче ĕçлекен чăтăмлă хресчен халăхне, промышленность отраслĕнче тăрăшакансене, вĕрентекенсене, сывлăх хуралĕнче вăй хуракансене, культурăра тата искусствăра ĕçлекен çынсене, ветерансене, çамрăксене, пĕтĕм район халăхне чунтан-чĕререн пархатарлă ĕçĕршĕн тав тăватăп, çирĕп сывлăх, тулăх пурнăç, ăнăçу, сунатăп. Сирĕн ĕмĕтсемпе шанăçсем пурнăçланччăр, кил-çуртсенче телейпе тăнăçлăх хуçалантăр, çĕнĕ çулхи кашни кун савăнăç та ырă кăмăл кỹтĕр.
 
Вăрмар район пуçлăхĕ В.Н. Кириллов


31 декабря 2008
00:00
Поделиться