Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе»

Республикăра «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонĕ вăй илсех пырать. Раççей ача-пăча фончĕн регион уйрăмĕн пуçарăвĕпе ăна чылайранпа ирттереççĕ. Çак пархатарлă ĕçрен пирĕн район та айккинче тăрса юлмасть. Район администрацийĕн пуçлăхĕн 2012 çулхи мартăн 23-мĕшĕнчи 161 номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн марафона кăçалхи май уйăхĕн вĕçĕччен ирттерме палăртнă. Йĕркелÿ комитетне, туса ирттермелли ĕçсен планне çирĕплетнĕ. Комитет председателĕ - Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин.

Марафон тĕллевĕ - инвалид тата тăлăх ачасене, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене пулăшу пама укçа-тенкĕ пухасси, ачалăх ячĕпе иртекен ыр кăмăллăх программисене пурнăçласси. Марафона предприятисемпе организацисем, учрежденисемпе ĕç коллективĕсем, уйрăм çынсем хутшăнма пултараççĕ. Кĕскенрех каласан, кашниех марафона хутшăнса ыр кăмăллăх ĕçне хăйĕн тÿпине хывма пултарать. Акци вăхăтĕнче пухăнакан укçана райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн предпринимательлĕх е ытти урăх енлĕ ĕç тунипе кĕрекен тупăша хывакан счет çине куçараççĕ. Счет номерĕ пирки - çитес номерте.



29 марта 2012
00:00
Поделиться