Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление главы Моргаушского района Ю.А. Иванова с Днем знаний

00:00 27 августа 2009 г.

Хисеплĕ вĕрентекенсем, шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче вăй хуракансем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, вĕренекенсемпе вĕсен  ашшĕ-амăшĕсем!

 

Сентябрĕн 1-мĕшĕ – чи илемлĕ те чи кĕтнĕ уяв. Çак кун ачасем çĕнĕрен пĕлÿ тĕнчине  çула тухаççĕ. Вĕсем, тарăн пĕлÿ илсе, хăйсен пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илесси вара сирĕнтен нумай килет. Ачасем культурăллă,  анлă тавракурăмлă, пурнăç кăларса тăратакан йывăрлăхсене çĕнтерме пултарччăр тесе хăвăртан килнине йăлтах тăватăр. Вĕсене мĕн пĕчĕкренех ватăсене хисеплеме, тăван çĕршыва юратма, туслăхпа юратăва упрама хăнăхтаратăр.  Мĕн чухлĕ чун ăшши, вĕçĕ-хĕррисĕр чăтăмлăх кирлĕ çакна валли. Тавах сире çакăншăн.

Эсир çĕнĕ вĕренÿ çулне çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсемпе пуçлама хатĕрри  мана савăнтарать. Çитĕнекен ăрăва вĕрентсе воспитани парас  ĕçри çĕнĕлĕхсене те тулли кăмăлпа пурнăçа кĕртетĕр. Паян ачасене тарăн пĕлÿ илме, сире татах та хавхаланса ĕçлеме шкулсенче пур майсем те çителĕклĕ. Сирĕн тăрăшуллă та пархатарлă ĕçĕрпе пирĕн район, республика, çĕршыв  пуласлăхĕ тачă çыхăннă. Пур çĕрте те эсир вĕрентнĕ ачасем вăй хураççĕ.

Ачасен шăпи мĕнле пуласси ашшĕ-амăшĕнчен çав тери нумай килет.  Çемьере ача пур енлĕ аталанса ÿсет, хурапа шурра уйăрма вĕренет, ырă ĕçсем тума хăнăхать. Ашшĕ е амăшĕ каланă кашни ăшă сăмах, йăнăша вăхăтра асăрхаса, ăна тÿрлетме пулăшни, ăнланни, каçарни, вĕрентни  - çаксем йăлтах ачана пурнăç çулĕпе тĕрĕс утма пулăшаççĕ.   Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн ачисем йĕркеллĕ кил-йышра ÿсчĕр, вĕсем тĕрĕс воспитани илччĕр  тесе хăйсенчен килнине йăлт тăвасчĕ, вĕсемшĕн ырă тĕслĕх пуласчĕ. Ывăл-хĕрĕрсен пуласлăхĕ ăнăçлă пуласси çакăнтан килнине асра тытасчĕ. Ачасем те ашшĕ-амăшĕ каланине мĕн пĕчĕкрен ăша хывса ÿсессе, вĕсене савăнăç çеç кÿрессе шанас килет.

Сире пурне те çывхарса килекен пĕлÿ кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп.  Çăмăл мар, анчах пархатарлă ĕçĕрте ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тума ырлăх-сывлăх, телей, вăрăм кунçул  сунатăп. Ыр кăмăлпа ăшпиллĕх пĕрре те ан иксĕлтĕр сирĕн. Çемйĕрсенче те килĕшÿпе тату пурнăç пултăр.

 

Район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов.

    

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика