Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление главы администрации Моргаушского района с Международным днем пожилых людей

00:00 30 сентября 2011 г.

Хисеплĕ ĕçпе вăрçă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, хаклă ватăсем!

 

 

Сире Пĕтĕм тĕнчери Ватă çынсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп.

Çăмăл килмерĕ сирĕн пурнăçăр. Сирĕнтен чылайăшĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра Тăван çĕршыв ирĕклĕхне хÿтĕленĕ. Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн тылра ырми- канми вăй хунă ватă çынсем, ир пуçласа сĕм çĕрлеччен аслисемпе  тан ĕçленĕ, мĕн пĕчĕкрен вăрçă асапне хăйсем çинче чăтса ирттернĕ «вăрçă ачисем» те сахал мар районта. Кайран та канăç мĕнне курман эсир. Халăх хуçалăхне ура çине тăратассишĕн тимленĕ. Сирĕн паттăрлăхăра, пархатарлă ĕçĕре пула ĕнтĕ паян эпир çакăн пек мирлĕ ĕçре вăй хуратпăр. Тавах сире пире телейлĕ пурнăç парнеленĕшĕн. Сирĕн пуян опытăра, эсир вĕрентнине эпир яланах асра тытатпăр. Вĕсем пире ĕçре пулăшса пыраççĕ. Йывăрлăхсене çĕнтерсе, эпир те малалла çирĕп утăмсемпе утма  тăрăшатпăр.

Паян та эсир район пурнăçĕпе кăсăклансах тăратăр, унăн пуласлăхĕшĕн çунатăр.  Ачасемпе çамрăксемшĕн  ырă тĕслĕх пулса тăратăр. Тата нумай çул çапла пире савăнтарса пурăнăр.

Хаклă ватăсем! Сывлăхăр чир-чĕр мĕнне ан пĕлтĕр, кунçулăр вăрăм пултăр. Ватлăхăр канлĕ килтĕр, çывăх çыннăрсем яланах çумра пулччăр.

 

 Район администрацийĕн  пуçлăхĕ                                        Ю.А.Иванов

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика