Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление главы администрации Моргаушского района Ю.А. Иванова с Международным женским днем 8 Марта

00:00 06 марта 2011 г.

Хисеплĕ те хаклă хĕрарăмсем!

 

Сире çывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп.

Çуркунне  пĕтĕм тĕнче чĕрĕлнĕ вăхăтра паллă тăватпăр  çак уява. Çĕр çинчи  мĕнпур ырлăхпа илем, паянхи пурнăç,  пуласлăх, хисеплĕ аннесемпе асаннесем, юратнă мăшăрсем, аппасемпе йăмăксем, йăлтах сирĕнпе çыхăннă. Эсир ачăрсене кунçул парнелетĕр, вĕсене тĕрĕс воспитани парса ÿстерессишĕн ырми-канми тимлетĕр. Сирĕн ырă кăмăлăрпа ăшă куллăр, ăнланма-каçарма пĕлни, шухăшпа та, ĕçпе те яланах ывăл-хĕрĕрсемпе пулни вĕсене пурнăçра пулăшса пырать.

Хисеплĕ те юратнă хĕрарăмсем, сирĕн иксĕлми çепĕçлĕхĕрпе  ачашлăхăр  пире вăй-хал парать, ĕçре ăнăçусем тума хавхалантарать. Эсир çемье, кил-çурт ăшши пулса тăратăр. Çывăх çыннăрсен хуйхи-суйхине хăвăр витĕр кăларса, вĕсене йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшатăр.

Мĕн чухлĕ иксĕлми вăй-хал тапса тăрать тата  сирĕнте. Кирек хăш отрасльте тăрăшсан та ĕçченлĕхпе, пултарулăхпа палăрса тăратăр, ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тăватăр.  Район аталанăвĕшĕн яваплăха туйса вăй хуратăр. Тавах сире çакăншăн. 

.Пĕтĕм чунтан сире çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатăп. Сирĕн сăн-питĕрте  яланах йăл кулă çиçтĕр. Ачăрсем савăнтарса çеç тăччăр.  Çемьере тулăх пурнăç пултăр, юратупа килĕшÿ пĕрре те ан чактăр.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                          Ю.А.Иванов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика