Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление главы Моргаушского района Ю.А. Иванова с Днем чувашского языка

00:00 23 апреля 2010 г.

Хисеплĕ Муркаш район çыннисем!

 

 Сире Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп.

Чăваш чĕлхи – атте-анне парнеленĕ пуянлăх.  Пирĕн ачалăх, пирĕн пурнăç, пирĕн малашлăх çыхăннă унпа. Çавăнпа та хамăрăн ачасене тăван ен историйĕпе  культури, чăваш халăхăн ырă йăли-йĕрки çине таянса воспитани памаллине асра тытмалла пирĕн. Кăçал Учительсен çулталăкĕ пулни пире тепĕр хут çак яваплăх çинчен аса илтерет. 

Чăваш чĕлхи кунне эпир чăвашсене çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев çуралнă кун паллă тăватпăр. Вăл пирĕн ентешĕмĕр - Муркаш районĕнче çуралса ÿснĕ  чăвашсен пĕрремĕш писателĕсенчен пĕри, çавăн пекех историкĕ, этнографĕ, фольклорисчĕ С.М. Михайлов-Яндуш пуçланă ĕçе вĕçне çитерет. Спиридон Михайловичăн ĕçĕсем чăваш художество литературин никĕсĕ пулнă пулсан, Иван Яковлевич чăваш çырулăхне йĕркелет,  чăваш чĕлхи ытти чĕлхесемпе тан пултăр тесе чунне парса ĕçлет. Тепĕр паллă ентешĕмĕр - Муркаш Ен ывăлĕ чăвашсен пĕрремĕш историкĕсенчен, этнографĕсенчен, чĕлхеçисенчен  пĕри Н.М. Никольский вара И.Я. Яковлевăн ĕмĕтне пурнăçа кĕртет: чăвашсен пĕрремĕш «Хыпар» хаçатне йĕркелет. Çак маттур чăваш ывăлĕсем тăрăшни ахаль пулмарĕ. Паян тăван чĕлхемĕр çепĕççĕн, ирĕклĕн янăрать. Вăл çĕршывăмăрта вырăс чĕлхипе пĕрле патшалăх чĕлхи пулса тăчĕ.

 Иван Яковлевичăн халалĕсем пире пурăнма вĕрентеççĕ, вĕсем  паян та пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Вăл каласа хăварнă пек пирĕн ытларах ырă ĕçсем тума тăрăшмалла. Май килнĕ таран пĕр-пĕрне пулăшмалла, пĕрин хыççăн теприн малалла туртăнмалла. Кун пек чухне  умри тĕллевсене  те пурнăçлама çăмăлтарах.  Районăмăр та аталану çулĕпе çирĕппĕн малаллах кайĕ.

Сире малашне те ытарайми çепĕç, янăравлă тăван чĕлхемĕре, хамăр халăхăмăрăн ĕмĕртен пыракан историне, культурине, йăли-йĕркине сыхласа хăварас,  аталантарас ĕçре çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх, телей  сунатăп.

 

 Район пуçлăхĕ                                                                   Ю.А.Иванов. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика