Ювановское сельское поселение Ядринского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » К 65-летию Победы в Великой Отечественной войне

00:00 08 февраля 2010 г.

К 65-летию Победы в Великой Отечественной войне

Астăвăм. Еçпе вăрçă ветеранĕн, «Еç ялавĕн» штатра тăман корреспонденчĕн ал çырăвĕнчен.

 

Мазуров Владимир Федорович:

«Эпĕ 1919 çулхи июль уйăхĕн 23- мĕш кунĕнче Етĕрне районĕнчи Тепте ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ те ку ялтах пурăнатăп.

Совет Союзĕн Хĕрлĕ Çар ретне 1939- мĕш çулхи ноябрь уйăхĕн 22- мĕш кунĕнче тухса кайнă. 1946- мĕш çулхи июль уйăхенче çар ретĕнчен киле таврăннă.

Арминчи вăрçăчченхи служба: 1939- мĕш çулхи ноябрь уйăхĕн 30- мĕш кунĕнче салтак службине 163- мĕш артиллери полкĕнче пуçланă. Ку полк Смоленск хулинчеччĕ. Тепĕр уйăхран, нумай юлташсемпе пĕрле эпĕ, нумаях мар ирĕке кăларнă Хĕвеланăç Белоруссинчи Опса хулинче вырнаçнă 10- мĕш стрелковый дивизийĕн 30- мĕш артиллери полкĕн кĕçĕн командирсем хатĕрлекен полк шкулĕн курсанчĕ пулса тăтăм. Полк Прибалтикăн Особый военный Округне кĕнĕ.

1940- мĕш çулхи июнь уйăхĕн 20- мĕш кунĕнче мана полк шкулĕнчен 30- мĕш артполкăн 1- мĕш дивизионĕн 1- мĕш батарейне 76 мм дивизионный пушкăн отделенин (расчетăн) командирне лартрĕç. Вара пирĕн полк Прибалтикăри государствăна ирĕке кăларас ĕçе хутшăнчĕ. Сентябрь уйăхĕн 1- мĕш кунĕнче полк Хĕвелтухăç Прусси (Германи) границине тухрĕ. Полкăн дивизионĕсем, батареисем Шатека, Салантай, Скоудас, Кретинга тата Плунге местечкăсенче вырнаçрĕç. Вара салтак служби пуçланчĕ.

Аслă Отечественный вăрçă çулĕсем.

1941 çул. Июнĕн 22- мĕшĕ. Фашистла Германи Совет Союзĕ çине вăрçăпа тапăнчĕ. Совет халăхĕн пурнăç çулĕнче (вăл шутра ман пурнăçра та) Аслă Отечественнăй вăрçăн тапхăрĕ пуçланчĕ.

Вăрçă пуçланас хăрушлăха эпир сиснĕ пулин те, çĕрле салтаксем лăпкăн çывăрнă – служба занятийĕсенчен канмалли кун.

Ирхине ад пуçланнăн туйрăмăр. Пирĕн батарея границăран 700 м çеç. Пĕрремĕш çапăçу – чи йывăрри!

Батареян 2 пушка ваннă. Нумай вилнисем, аманнисем. Тăшман танкĕсем халĕ пирĕн тылра. Тăшманăн техника армади Кретинг хулинчен хĕвелтухăçнелле – Плунге хули патнелле шăвать.

Тельшай станцине куçакан аманнă салтаксемпе командирсен çемйисене нимĕçсем хупăрласа илнĕ. Кайран пĕлнĕ тăрăх, вĕсене пурне те вĕлерсе тăкнă. Эпир, дивизион коммандованийĕн приказĕпе тăшман ункинчен Шауляй патнелле тухма тăрăшрăмăр. Ун чухне пирĕн пушкăсене лашасемпе турттарнă. Шоссе çулĕсем аякран, вăрман - чăтлăхсем витĕр çул тытрăмăр. Анчах Шауляй хулине çитеймерĕмĕр - унта нимĕç фашистчĕсем. Хула çывăхĕнче нумай лашасем пĕтрĕç. (Пушкăна ултă лаша туртать). Манăн расчетран наводчик Сергей Жданов, икĕмĕш пушкăн командирĕ Михно сержанта пытартăмăр. Дивизион штабĕн начальникĕ Мальцев юлнă тăватă пушкăна валли расчетсене пухса пултарчĕ. Вара июнĕн 26- мĕш кунĕнче эпир Рига хулине çитрĕмĕр. Пире Юрмала портне хÿтĕлеме тăратрĕç. Июль пуçламăшне тăшман Литва республикине, Молдави, Латви, Хĕвеланăç Белорусси, Украинăн чылай пайне ярса илме пултарнă. Эпир кун çинчен çав кунсенче нимĕн те пĕлмен. Июнĕн 28- мĕшĕнче приказ – похода тухмалла. Юрмала порчĕ, Рига хули çунаççĕ. Самолетсем бомба пăрахаççĕ, нимĕçсен артиллерийĕ Рига хулине ватать, çуртсен чердакĕсемпе чÿречерен пулеметсем пенĕ вут- çулăмра Рига хулинчен чакса Псков хули патнелле пирĕн çул.

Псков хулине 4 кун хÿтĕленĕ хыççăн пирĕн вагонсем çине ларма приказ илтĕмĕр. Июль уйăхĕн 12- мĕш кунĕнче Новгород хули çывăхĕнчи Раизепа ялне 5 кун хÿтĕленĕ хыççăн Новгород хулине хÿтĕлеме тăратрĕç. Август уйăхĕн çурриччен тăшман хулана илеймерĕ. Тăшман Луга хулине илнĕ хыççăн Ленинград еннелле куçма пуçларĕ. 16 тата 17- мĕш августри йывăр çапăçусем хыççăн пирĕн Совет Союзĕн салтакĕсен Новгород хулине те хăварма тиврĕ. Волхов урлă каçмалли кĕпере сиктерсе яриччен эпир каçма ĕлкĕртĕмĕр. Нимĕçсем юхан - шыв урлă каçаймарĕç – Ленинград патнелле ыткăнчĕç.

Сентябрь пуçламăшĕнче пирĕн артдивизион Малые Вишеры патĕнчи çапăçусенче пулчĕ (Волховский фронт).

Декабрь уйăхĕн 16- мĕш кунĕнчен пуçласа 1942- мĕш çулхи январь уйăхĕн 27- мĕшĕччен эпир Осташков хули çывăхĕнчи çапăçусене хутшăнтăмăр (Калининский фронт). 1942- мĕш çулхи февраль уйăхĕнче эпĕ 242 ОЗАД РГК куçрăм. 85 мм- лă зенитный пушка расчечĕн командирне лартрĕç.

«Болотный» Северо- западный фронт. Пирĕн уйрăм зенитный дивизиона 1- мĕш Ударный Армине çирĕплетрĕç. Паянхи пекех асра – Монаково ялĕ çывăхĕнче тăшман татти - сыпписĕр самолечĕсемпе танксен атакине ирттерет. Нихçан та манас çук Старая Русьпа Демьянон хулисем патĕнчи «Рамушевский коридора», унти çапăçусене.

1943- мĕш çулхи апрель уйăхĕн 23- мĕш кунĕнче, нимĕç фашистчĕсен Демьянск хули патĕнчи группировкине пĕтерсе хурас тĕлĕшпе пынă çапăçура, Пола станцинче, мана тăшман авиабомба осколокĕсем мăйран (ĕнсе çинче) тата кăкăртан амантрĕç. Кăкăрти осколока госпитальте кăлармарĕç – вăл паян кун та кăкăрта – Аслă Отечественнăй вăрçăн асăнмалăх парни.

1944- мĕш çулхи февральте пирĕн Хĕрлĕ çар Ильмень кÿллинчен кăнтăрарахра нимĕçсене вăйлăн çапрĕç. Эпир Торопец, Великие Луки, Новосокольники, Пустошка тата ыттисене ирĕке кăлартăмăр.

Сентябрь - октябрь уйăхĕсенче пирĕн уйрăм дивизион иккĕмĕш Прибалтика фронтĕнчи, Латви çĕршывне ирĕке кăларассишĕн пыракан кĕрешÿсенче, 15- мĕш сывлăш Армин составĕнче çапăçрĕ. Октябрĕн 13- мĕшĕнче эпир Рига хулине тăшманран тасатрăмăр. Тăшманăн 30 ытла дивизиллĕ группировкине Восточная Пруссинчен уйăрса Балти тинĕс хĕррине хупăрласа илнĕ хыççăн, çак Курляндская группировкăна пĕтерсе хурассишĕн çапăçрăмăр. Пирĕн 243 ОЗАДăн - тăшмана пулăшу пама пыракан тăшман авиацине аркатса пĕтересси пулнă.

Майăн 9- мĕшне, Çĕтерÿ кунне, эпир Кенигсберг хули çывăхĕнче кĕтсе илтĕмĕр.

Мĕнле савăнăç! Мĕнле телей! Вăрçă пĕтрĕ. Эпĕ сывă!

Анчах мана шăпа тепĕр вăрçăра пулма пÿрнĕ иккен. 1945 çулхи июнĕн 9- мĕшĕче пирĕн эшелон Боин – Тюмень станцине (Чойбалсан хули çывăхĕнче МНР) чарăнчĕ. 8-9 июльте пирĕн дивизион Гоби пушхирĕ урлă каçса Маньчжури граници патне çитрĕ. Вара, вăрçă пуçлансан, Хинган тăвĕсем урлă каçса Корея çĕршывĕнче вăрçă вĕçлерĕмĕр. Пирĕн тĕп задача - Забайкальски фронтри 17- мĕш Армине сывлăшран тапăнасран сыхласси.

Çапăçусенче илнĕ наградăсем:

44 - мĕш Артиллери дивизин (РГК) майăн 3- мĕшĕнчи приказĕпе «Красная Звезда» орденпа, Японии империалисчĕсемпе пынă вăрçăра «За боевые заслуги» медальпе, «За победу над Германией» медальпе.

1942- мĕш çулăн вĕçĕнче КПСС членĕн кандидатне кĕнĕ, 1943- мĕш çулхи май уйăхĕнчен – КПСС членĕ. Парти билетне Северо – западный фронтăн спецчасть отделĕ панă.

Арминчен киле 1946 çулхи июнь вĕçĕнче çеç таврăннă.

Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсем… Нумайĕшĕ хуланалла пăхрĕç. Эпĕ ялтах юлтăм.

1948 çулхи январь уйăхĕнчен пуçласа 1951 çулхи февраль уйăхĕччен – Тепте ял Совечĕн председателĕ. 1953- мĕш çулхи февраль уйăхĕнчен – Сĕнтĕр район Совечĕн çул - йĕр отделĕн заведующийĕ. Кайран «1 Мая», «Будильник» колхозсем пĕрлешнĕ. «Знамя» колхоз председателĕ – 4 çул. Кăшт вăхăт иртнĕ хыççăн Тепте ялĕнчи уй – хир бригадин бригадирĕ – 1963 çулхи август уйăхĕччен. 1975 çулхи июнь уйăхĕнчен Тептери ялти библиотка заведующийĕ (пĕр вăхăтрах 1964 пуçласа 1972 çулсенче – «Родина» колхозĕнчи парторганизации секретарĕ).

1970 çулта «За доблестный труд в ознаменовании 100 - летии со дня рождения В. И. Ленина» юбилей медалĕпе наградăланă.

1975 çулхи июль уйăхĕнчен 1980 çулхи июнь уйăхĕччен Урпаш ял Совет председателĕ. 1979 çулхи август уйăхенчен – тивĕçлĕ канура.

Ял Совечĕн 13 созывĕн ял Совет депутачĕ. Халăх контроль группин председателĕнче - 6 çул. Колхозри ветерансен Совечĕн председателĕнче нумай çул хушши ĕçленĕ.

1994 çулхи октябрь уйăхĕнчен – Аслă Отечественный вăрçăн 2 группăри инваличĕ.

1979 - мĕш çулта мăшăрăм вилсе кайнă хыççăн килте пĕчченех пурăнатăп. Ачасем – хăйсен çемйисемпе.»

 

В. Ф. Мазуров халь пирĕнпе пĕрле çук ĕнтĕ, анчах унăн тăван тавралăха тĕпчесе çырса пынă ĕçĕсем хаклă мул пулса упранаççĕ.

 

Л. П. Именова (Тури Ирçери ялти библиотека заведующийĕ)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429071 Чувашская Республика Ядринский район с.Юваново ул.Сюльдикасы д. 52
Телефон: 8(83547) 62-4-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика