Ювановское сельское поселение Ядринского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Году Учителя и 65-летию Победы посвящается...

00:00 22 января 2010 г.

Году Учителя и 65-летию Победы посвящается...

Хĕрлĕ хурлăхан юна аса илтерет…

(Ефимова Юлия Петровна аса илĕвĕнчен)

 

Вăшлатса пуйăс чугун çулпа иртсе каять, ун хыçне вăрăм, питĕ вăрăм хăю пек тикĕс çул выртса юлать. Çав пуйăс çулĕ евĕр этем ĕмĕрĕ те, пурăннă кун - çулĕ те хыçа выртса юлать. Анчах ун кунĕ – çулĕ, иртнĕ ĕмĕрĕ пуйăс çулĕ пек яка та тикĕс мар, çав тери тумхахлă, çырмаллă. Туллă - сăртлă çул евĕрлĕ. Кашни çыннăн хăйĕн шăпи:

Манăн иртнĕ кун - çул та çав тери сулмаклă, тумхахлă çул евĕр.

Эпĕ Чăваш республикинчи Етĕрне районне кĕрекен Урпаш ялĕнче çуралнă, çавăнтах ĕçленĕ. Манăн атте те, анне те шкулта ачасене вĕрентнĕ. Кайран çемьери сăлтавсене пула вăл колхозра пенсине тухичченех ĕçленĕ. Вăрçă вăхатĕнче атте çара кайсан анне тăватă ачапа юлнă. Вал бригадирта, ферма заведующийĕнче ĕçленĕ. Мана вăл вăрçă вăхатĕнче лашапа пĕчченех Шупашкара тракторсене ĕçлеттерме керосин патне яратчĕ. Эпĕ ун чух вун тăватă çулхи хĕрача пулнă. Ирпе - ирех тухса каяттăм (Мăн Сĕнтĕр витĕр çÿренĕ). Тĕттĕм пулсан тин киле çитеттĕм. Тум – тир, çие тăхăнни пĕтĕмпех керосин шăрши витĕрех пулатчĕ. Шкула кайма урăх тăханмаллиех пулман. Анне мĕн хушнă, çавна пурнăçламалла пулнă. Тата атте вăрçа каяс умĕн манăн алла чăмăртаса çапла каларĕ: «Эсĕ çемьере асли. Ман вырăнне юлатăн. Анне сăмахĕнчен ан тух, йывăр пулсан та вĕренме ан пăрах» - тенĕ сăмахсем хăлхана яланлăхах кĕрсе юлнă. Йăмăк, Роза, çăпата туса тăхăнтартатчĕ.

Манăн анне Етĕрне хулинчи реальнăй училищăра вĕреннĕ пулнă (халĕ гимнази çурчĕ вырнаçнă). Ун вăхăтĕнче Тани Юн артисткăпа, И.С. Максимов - Кошкинский мăшарĕпе пĕрле вĕреннĕ. Çав вăхатсене вăл час - часах ырăпа асăнатчĕ. Анчах аннесен кил - йышĕнче ачасем нумай пирки вăл училищăра малалла вĕренеймен. Мĕншĕн тесен кукаçипе кукамайăн тăхăр ача пулнă.

Ман шăпам та анне шăпи евĕрлĕ. Эпĕ те Етĕрне хулинчи çав училищăран вĕренсе тухнă. Вăл педучилище пулнă. Вăл вăхăтра пуçлăмăш классенче ачасене вĕрентмелли специалистсене хатĕрленĕ. Эпĕ вĕренме кайнă чух манăн икĕ ача пулнă. Пĕри – тăватă çулхи, тепри - икĕ çулхи. Икĕ çул хушшинче ман пепкемсене хуняма пахса пурăннă. Вăл питĕ ырă хĕрарăмччĕ. Унăн вун икё ачаран пĕри кана пурăннă - ман ачасен ашшĕ, ытгисем вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Мăшăрăм ачасене юратса çитĕнтерчĕ.

Малтанах эпĕ вунă çул хушши Урпашри вăтам шкулта вĕреннĕ. Эпир вĕренсе пĕтернĕ çул Аслă Отечественнăй вăрçă чарăнчĕ. Тантăшăмсемпе пĕрле – Клавăпа, Ольăпа мĕн тери савăннăччĕ, мĕншĕн тесен пире вăрçа, связисткăсем пулма, илсе кайма хатĕрленĕ.

Вăрçă сăмах йывăр, хăрушă, кичем, вăл никама та савăнăç паман. Çав çулсенче эпир вун виçĕ, вун тăватă çулхи ачасем яла юлнă хĕрарăмсемпе, ватă стариксемпе суха тунă, тырă акнă, ăна çурлапа вырса пуçтарнă, лашасемпе уйран йĕтем çине турттарнă, авăн çапнă. Ямоза 30 çухрăм ытла лашасемпе тырă леçме кайнă. Çаплах шкулта та вĕренмелле пулнă. Шкула валли вутă хатĕрленĕ, тепĕр чух кăмакисене те хамăрах хутнă. Çав ĕçсене тумасан шкула вĕренме каймалли çукчĕ. Вĕреннĕшĕн укçа туленĕ. Çырма тетрадьсем пулман, кивĕ кĕнекесем шурă юлнă вырăнсене çырса усă кураттăмар, чернил таврашне те, килте юман çапăнĕпе тунăскерне илсе каяттăмăр. Çиме çĕр улминчен тунă çăкăр пулнă, унта çăнăх кăшт кăна пулнă. Супăнь, сахăр таврашĕ те пулманпа пĕрех. Вĕрентекен учительсем те час-час улшăнатчĕç, арсынсене те, çамрăк хĕрарăмсене те улăштарсах тăратчĕç- мĕншĕн тесен вăрçă вăхăчĕ пулнă.

Вĕренÿ çулĕ вĕçленсен çул-йĕр тунă çĕрте ĕçленĕ: Ильинка - Сĕнтĕр. Москакасси, Асламас çулĕсене тунă. Эрнипех киле килмен, çерем çинче ÿпле туса пурăннă. Пĕрремĕш хут тÿлевсĕр автобуспа Юнка çырмине каçса тăвалла хăпарнă чух эпĕ савăннипе çынсенчен вăрттăн макăртăм. Çав сăрт вырăнĕсем ачалăха аса илтереççĕ. Мĕн чухле хăйăр - тăпра турттармалла пулнă! Пысăк тав правительствăна, пире, ватăсене, тулевсĕр çÿреме тунăшăн.

Хĕлле каçсерен купăста, сухан, çĕр улми вĕттĕн тураттăмăр, кăмпа типĕтсе, посылкăсем туса вăрçă хирне ăсататчĕç аслисем. Унсăр пуçне çăм чăлха, виçĕ пÿрнеллĕ алсишсем çыхаттăмар. Тапак кисепĕ - унта тапак çулçисене тураса тултараттăмăр. Алсиш пÿрнескисем ăшне çырусем çыраттăм. Вăл çырусем питĕ кĕске: «Брат или отец - бей врага до победного конца. С приветом, незнакомая». Хамăр адрес çырса хураттăмăр. Вара эпир янă чăлха - алсишсем вăрçă хирне çитсен палламан салтаксем пирĕн пата виçĕ кĕтеслĕ çыру яратчĕç: «Большое спасибо доченька, сестричка - очень теплые ваши варежки. Мы будем бить врага до победного конца». Çырусем вуласа хĕпĕртеттĕмĕр, мĕншĕн тесен эпир кăшт кăна та пулин вăрçа çĕнтерме пулашатпăр вĕт теттĕмĕр.

Асра, нихçан манмалла мар Çĕмĕрле вăрманне. Çав вăрманта эпир арçын ачасемпе хĕрачасем, ватă çынсем вутă тата çурт - йĕр тумалли материалсем хатĕрленĕ. Тăватă çул ĕçленĕ. Çу кунĕсенче киле сайра килнĕ. Норма тултармалла пулнă. Каçсерен поезд: у - у -! кăшкăртнине итлеттĕмĕр. Мыслец вăрман варринче çерем çинче çывăраттăмăр, мĕншĕн тесен тепĕр чух лашасемпе разъезда материалсем турттарма тухаттăмăр. Поезд иртсе пырать, пире алă сулса салтаксем хĕвел анăçнелле иртсе каятчĕç. Питĕ хĕрхенмеллеччё вĕсене. Тен, салтаксен ачисем килте юлнă пуль, тен, вĕсĕне аса илнĕ пуль пире курсан.

Поезд иртсе кайсан каллех лашасемпе вăрмана сиктерсе каяттăмăр.

Çĕмĕрт çеçкене ларнă чух

Мĕншĕн сивĕ пулчĕ -ши?

Эпир çитĕннĕ вăхăтра

Мĕншĕн вăрçă пулчĕ -ши? - тесе юрласа пыраттăмăр. (çак юрă сăмахĕсене çĕмĕрле вăрманĕнчи ĕмĕрхи хурăнсемпе çăкасем, юмансем хурланса итленĕн туйăнатчĕ.

Пĕррехинче çĕмĕрле варманне ĕçлеме каятпăр. Чебаково, Чаганар, Ямоз витĕр çул пулнă ун чух. Ман кукаçи патне кĕрсе курас килетчĕ. Эпĕ лав çинчен анса пахчасем хыçĕпе кукаçи пурăнакан вырăна часах чупса çитрĕм. Эпĕ пынă вăхатра ман кукаçи çамрăк çăка хуппине çĕçĕпе касса вакласа ларатчĕ. Çав йывăç хуппине типĕтсе авăртнă, çăнăх туса яшка пĕçернĕ. Мана курсан савăнчĕ, куççулĕ тухрĕ: «Сана çитерме нимех те çук. Пахчана кĕр те сарай хыçĕнче хĕрлё хурлăхан тĕмми нумай, çырлисем пиçсе çитнё. Кĕрсе татса кай çул çине.» - терĕ. Эпĕ пахчана кĕрсе саппун çине чылай хурлăхан татрăм та чупса тухса кукаçи патне пытăм. Ку хурлăхансене анне тата унăн шăллĕсем, аппăшĕсем . лартнă пулнă.

Пĕр çырлине те çимерĕм. Кукаçи манран: «Ăçта çапăçаççĕ ман ывăлсем? Хыпар çук - и?» - тет. Эпĕ ăна пирĕн кукка пурăнать тетĕп. Вăл танкпа вăрçа тухнă хыçсăн тăхтав вăхатĕнче хут купăс каларăм тесе çырчĕ тетĕ. «Чувашский соловей», - терĕç теçе çырнăччĕ çырура. Тата Гена валли юлташ салтаксем укçа пачĕç тенĕ. Пĕчĕк Генăпа кукаçи килте иккĕшех пурăннă (Гена амăшĕ йывăр чирлесе вилнĕ). Пафнуттий кукка Старый хула çывăхĕнче танкпа вăрçăра çунса кайнă. Ун çинчен анне патне юлташĕсем çырса пĕлтернĕ. Эпĕ каланă самахсене илтсен унăн ватă куçĕсем шывланчĕç. «Эппин ывăлăм сывах – ха. Тепĕр ывăлĕ ăçта вăрçать - ши?» - терĕ. «Вал та сывах. Сталинград патĕнче Феня кукка çапăçать» - терĕм те, алăкран чупса тухнă чух: «Кукаç. Тепре çак çулпа Çĕмĕрлене каятпăр пулсан сире мĕн те пулин çимелли илсе килĕп», - терĕм. Кукаçи çав урамра пурăнакан Анна аппана пулăшса пурăннă. Анчах вĕсен хайсен ачисене те пăхмалла пулнă. Анна аппан тăватă ача, Александра аппан çичĕ ача пулнă. Вăрçă вăхăчĕ. Ачасен ашшĕсем - çапăçу хирĕнче. Амăшĕсем уй - хирĕнче. Çăмăл пурнăçпа пурăнман çав ачасем те, кукаçи те, мăнукĕсем те.

Кукаçи патĕнчен чупса тухрăм урама. Эпир вăрмана каякан лашасем ял урамĕнчен тухса уялла тухрĕç. Мана лав çинчи ачасем хăвăртрах алран тытса ларма пулăшрĕç. Эпĕ пĕр сăмах чĕнмесĕр Караçăм мучипе юнашар ларса пытăм. Манран кÿршĕ мучи кукаçи мĕнле пурăннине ыйтса пĕлчĕ. Тепре килнĕ чух çиме мĕн те пулин илсе килессе шантарчĕ. Эпир вара вăл çулта вăрман ĕçлеме урăх çÿремерĕмĕр. Ватă çынна нимĕнпе те пулăшайманшăн мана аван мар пулчĕ. Кукаçи патĕнчен татса тухнă хĕрлĕ хурлăхан çырлисене тусанлă çул çине пăрахса пытăм, мана вĕсем юн тумламĕ пек туйăнчĕç. Пĕр çырлине те никама çиме памарăм, хам та çимерĕм. Вăрçă çулĕсенче кукаçи патне кайса курман. Анне кăна кайнă. Çулĕ те çывăх пулман. Феня кукка Берлина çитиех варçăра пулнă. Xалĕ вăл та çук.

Чылай вăхăтран кĕтмен çĕртен ман кукаçи пирĕн пата питĕ хитре пĕчĕк урапа илсе килчĕ. Хăй савăнăçлă. «Пĕрремĕш правнук валли парне», - терĕ. Çав урапапа ачана илсе çуренĕ чух хĕрлĕ хурлăхан çырлисем аса килеççĕ. Эпĕ халь кукаçи умĕнче парăмра юлтăм. Йывăр вăхатра кăшт та пулин пулăшаймарăм. Кайран училищăра вĕреннĕ чух мĕн те пулсан кÿрсе парсан вăрман урлă каçнă чух хăвна кирлĕ тесе татах нумай илсе юлмастчĕ. Мĕн чухлĕ ырлăх пулнă çав ватă çынăн.

Манăн нумай вĕренме пулмарĕ. Института кайсан анне мана вутă хатĕрлемелле килте терĕ. Унтан техникума кĕрсен каллех вутă хатĕрлеме каларĕ. Вĕренсе пĕтрĕ… Етĕрне хулинчи училищăран вĕренсе тухсан института направлени пачĕç, ачасене хĕрхенсе каймарăм.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429071 Чувашская Республика Ядринский район с.Юваново ул.Сюльдикасы д. 52
Телефон: 8(83547) 62-4-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика