Ман районăм – Етĕрне.
Сăр çинче выртать илемлĕн
Юмахри пек Сарăлса.
Ман çĕршывăм, Етĕрнейĕм,
Юрлар сана мухтаса.
*** *** .
Хушса юрламалли:
Çирĕплен эс, чечеклен,
Ман районăм – Етĕрне.
Пултаруллă та ĕçчен –
Тивĕç эс мухтав ятне.
*** *** .
Кашласа ларать вăрманĕ,
Улăхсем мĕнле хитре.
Тырри-пулли куç виçеймĕ
Сарă тумлă уй-хитре.
*** *** .
Хушса юрламалли:.
*** *** .
Çыннисем пит тараватлă,
Эпир пурте пĕр çемье.
Çĕнелсе çĕклен хăватлă
Савнă çĕр - çĕршыв-анне.
*** ***.
Хушса юрламалли: