Тренерăн пысăк ÿсĕмĕсем

 29.07.2011

 Н. ИВАНОВ–Пархатар, Раççей журналисчĕсен тата писателĕсен союзĕн членĕ  

Карате спорт вăййине алла илес тесе Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ Ю.Григорьев Вăрмарти спорт çуртĕнчи хура пиçиххиллĕ В.Тимофеев тренер-спортсмен патне секцине çÿреме пуçлать 2001 çулхи февраль уйăхĕнчен хăй те карате вăрттăнлăхне тимлесех тĕпчет. Районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕ карате техникине тĕплĕнрех вĕренес шутпа Шупашкарти секцине çÿресе те пĕр вăхăтрах пĕлĕвне ÿстерет, инструктор удостоверенине илет.  

2001 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен вăл Шăхаль шкулĕн директорĕпе Л.В.Трофимовăпа килĕшсе кунта карате секцине уçать. Пулас спортсменсен йышĕ ÿссе пырать.  

- Чи малтанхи çитĕнÿсем, республика шайĕнчи призерсене хамăр патĕнчех çитĕнтерни мана ĕçре татах хавхалантарчĕ. Секцине çÿрекен Василийпе Роман (пĕр тăван) Сергеевсем, Ю.Николаев республика тупăшăвĕсенче 2-3-мĕш вырăнсене çĕнсе илни пысăк савăнăç пулчĕ. Ку çитĕнÿ пурне те савăнтарчĕ, - каласа парать тренер.  

Мăнçырмара çуралса ÿснĕ В.Петров, А.Кудрявцев,Д.Емельянов,М.Николаева çитĕнĕвĕсем те пысăк. Виталий республика шайĕнче 7 медаль, пĕри - ылтăнни, Саша 8 медаль, пĕри - ылтăнни, Д.Емельянов 8 медаль, виççĕшĕ – ылтăнни, Мария вара 7 медаль çĕнсе илнĕ. Шăхаль шкулĕн вĕренекенĕ Д.Семенов 21 медаль çĕнсе илнĕ, çак шутран 2 – ылтăнни, Д.Разумов - 8 медаль, вăл шутран пĕри - ылтăнни. Г.Павлов - 15 медаль, пиллĕкĕшĕ - ылтăнни, А.Николаев 11 медаль, тăватăшĕ – ылтăнни, А.Чернова – 10 медаль, вĕсенчен тăваттăшĕ – ылтăнни.  Вăрмартан Шăхаль секцине çÿренĕ И.Митрофанова республикăри 2 медале тивĕçнĕ. Юлашки тапхăрти ÿсĕмсем те пысăк. Акă З.Макова республика шайĕнче - 6 медаль, вăл шутран иккĕшĕ - ылтăнни, М.Павлова -5 медаль, вăл шутран пĕри – ылтăнни, О.Кузьмина - 10 медаль, вăл шутран пĕри – ылтăнни,  Е.Волостнов – 1 медаль, (пĕр тăвансем) Кристинăпа Катя Ивановăсем тата Аннăпа  Ирина Игнатьевăсем те пысак çитĕнÿсем тăваççĕ вĕсем республика шайĕнче иртернĕ ăмăртусенче малти вырăнсене тухаççĕ. Кристина - 4 медаль çĕнсе илнĕ, вăл шутран икĕшĕ – ылтăнни, Катя-2 медаль, Аннăпа Ирина вара 1- мĕш çул вĕреннĕ спортсменсем хушшинче малти вырăнсене тухма пултарчĕç.

Вĕсен пуласлăхĕ те пысăк шанчăкра.  

Çамрăк каратистсем хăюлăнах республика ăмăртăвĕсене хутшăнма пуçларĕç. Акă К.Павлова пурĕ 25 медаль, вĕсенчен 15-шĕ - ылтăнни Ксения пĕтĕм халăхсен хушшинчи ăмăртура 2 пĕрремĕш, пĕрер иккĕмĕш, виççĕмĕш, Раççей шайĕнче иккĕ пĕрремĕш, пĕрре-виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕ.  

Çавăн пекех Л.Григорьеван та спорт ÿсĕмĕ пысăк. Вăл чи вăйлă тупăшусенче пурĕ - 39 медаль çĕнсе илнĕ. Çак шутран 21 - ылтăнни, пĕтĕм халăхсен тупăшăвĕсенче - 3, Раççейринче - 5, республикăсенче - 31.  

Д.Семенов  Раççей шайĕнчи - 2  пăхăр медаль. М.Павлова, А.Горбунова, Раççейре 2-мĕш вырăна пĕрер хут илнĕ. К.Долгова пĕрремĕш çул çÿрекен каратистсем хушшинче Раççейре I-мĕш пулнă. О.Кузьмина 2 çул вĕренекенсем хушшинче Раççейре 2-3 вырăнсенпе палăрнă. Унăн республика шайĕнче - 8 медаль. А.Ильин - 5 хутчен республика чемпионĕ пулчĕ. Çакăн пек çитĕнÿсем пире пурне те савăнтараççĕ, хавхалантараççĕ. Чи пысăк çитĕнÿсем Шăхальти вăтам шкулăн карате секцине çÿрекенсем Юрий Иванович тренер хатĕрленипе тĕрлĕ халăхсен хушшинчи спортсменсен ăмăртăвĕсенче турĕç.  

Акă Л.Григорьева 14-15 çулхи хĕрачасем хушшинче 2008 çулта Хусанта ирттернĕ уçă Кубок - Маккаби ăмăртăвĕнче виççĕмĕш вырăн, К.Павлова пĕлтĕрхи октябрь уйăхĕнче Италири Каорле хулинче Тĕнче шайĕнче иртернĕ ăмăртура 10-11 çулхисем хушшинче 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.  

2011 çулта апрелĕн 15-17-мĕшĕсенче Санкт-Петербургра тĕрлĕ енĕпе кĕрешекенсен хушшинче ирттернĕ 5-мĕш «Хĕвелтухăç-Хĕвеланăç» Олимпиадăна Вăрмар районĕн каратисчĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем хушшинче К.Павлова, Л.Григорьева, М.Павлова, О.Кузьмина çамрăк каратистсем пулчĕç.  

10-11 çулхи хĕрачасенчен Ксения 1-мĕш вырăна икĕ хутчен тата 1  виççĕмĕш выран çĕнсе илчĕ, 16-17 çулхи хĕр ачасем хушшинче Л.Григорьева 2 хут иккĕмĕш вырăна тухрĕ.  

Каратистсем малашлăхра  

Ю.Григорьев тренер вăй-халне шеллемесĕр тăрăшса ĕçленипе юлашки 10 çул хушшинче Шăхаль, Мăнçырма, Кĕтеснер ялĕнчен карате секцине çÿрекен 45 ача спортсмен разряд нормисене тултарнă. Кунтан вĕренсе опыт пухса тухнисенчен нумайăшĕ хăйсен карате вăрттăнлăхне ÿстерсех пыраççĕ.  

Акă А.Николаев Хусанти Суворов ячĕллĕ училищĕре вĕренсе тухсан авиаци институтне вĕренме кĕреть, карате секцине çÿрет, çитĕнÿсем тăвать. Шупашкарти электромеханика колледжăн студентки Л.Григорьева Вячеслав Александрович Тимофеев тренер патĕнче карате секцийĕнче хăйĕн опытне пухать. Кĕтеснер ял хĕрачи О.Константинова Канашри медколледжра вĕреннĕ май Шăхасанта карате секцине Л.Васильев патне çÿрет. Вăл 2010 çулта В.Тимофеев тренер патĕнче спорт инструкторĕн ăсталăхне вĕренсе тухса удостоверени илнĕ карате енĕпе тренер пулса тăчĕ. Халĕ пушă вăхăтра Оля Тăвай районĕнчи Тушкил ялĕнчи ачасене «Карате-до» ăсталăхне вĕрентет, ун ачисем те малти вырăнсене йышăнма пуçларĕç, район, республика шайĕнче палăрчĕç те. Вăрмар районĕнчи çамрăк каратистсен çитĕнĕвĕн ÿсĕмĕсем пысăк пулсан та хальлĕхе пурлăх бази çителĕклĕ теме çук-ха.  

Юрий Иванович тренер хатĕрленĕ спортсменсем карате вăййине хутшăнса нумай уçă ăмăртусенче хăйсен пултарулăхне чи лайăх енĕпе кăтартаççĕ. Ю.Григорьев тренер патне карате спорт вăййин секцине çÿренĕ ачасем тĕрлĕ ăмăртусенче пурĕ 82 ылтăн, 69 кĕмĕл, 86 пăхăр медаль çĕнсе илнĕ. Ку вунă çулхи тар юхтарса ĕçленĕ, вĕреннĕ спортсменсен калама çук пысăк ĕçĕ, çитĕнĕвĕ.  

Çамрăк ăрăва спорта юратма, тăрăшакан, хăй ирĕкĕпе укçасăр ĕçлекен Ю.Григорьев тренерăн тăрăшулăхĕ, ачасен пултарулăхĕ çинчен чăваш радио, телевиденийĕ пĕлтернĕ, Тĕнче, Раççей, Чăваш Ен кĕнеки-журналĕ-хаçачĕсм çинче, нумай усăллă, савăнтармалли материалсем пичетленнĕ. Тренерăн ĕç тÿпи пысăк та хисеплĕ. Вăл чăннипех те чыс-хисепе тивĕç. Спортсмен-выпускниксем чи пысăк ÿсĕмсем тунă. Акă Д.Семенов Мускав облаçĕнче разведчиксене хатĕрленĕ çĕрте хăйĕн салтак пурнăçĕн ĕçне тивĕçлипе туса пырать. Кăçал вăл Мускаври Çĕнтерÿ парадне хутшăннă. Чи пысăк шайра тăракан Вячеслав Александрович Тимофеев тренер патĕнчен вĕренсе тухса вăл инструктор ятне илнĕ. Мăнçырма каччи А.Кудрявцев Сывлăш Çар десанчĕн службинче тăрать, çĕршыва тивĕçлипе сыхлать тата ыттисем те... Спортпа туслă пулни пур спортсмена та вĕренÿре, ĕçре пулăшса пырать, тăван çĕршыва юратма вĕрентет, сывлăха çирĕплетме пулăшать. Ахальтен-и 45 разрядникрен 15-шĕ аслă шкулсенче ăнăçлă вĕренсе пыраççĕ, 10-шĕ - колледж-училищĕсенче вĕренекенсем. Спортăн вăйĕ анлă. Ю.Григорьев воспитанникĕсем пурнăçпа тан утса пыраççĕ, çирĕп сывлăхлă, анлă тавракурăмлă, тăван çĕршыва юратса, туслă та тĕреклĕ çитĕнеççĕ.  

Тĕрлĕ вырăнти хуласемпе çĕршывсенчи спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ. Ку енĕпе тăван районшăн ачасене, хăй ĕçне чунтан парăнса юратса ĕçлесе питех те сумлă çитĕнÿсем тума пулăшнăшăн хура пиçихиллĕ карате тренерĕ Юрий Иванович Григорьев ачасен, ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе, хăй тата шкул енчен район администрацийĕн пуçлăхне К.Никитина, унăн çумне Ю.Соколова, «АККОНД» предприятин тĕп директорне В.Иванова, «Урмарская» КСО предприятин тĕп директорне Н.Зайцева, ачасемпе çамрăксен çурчĕн директорне Л.Николаевана, Шăхальти Ю.Семенова тата Н.Матвеева пуç тайса тав тăвать. Кун пек чи кирлĕ пулăшусем малашне те пуласса шансах тăрать. Апла пулсан ку енĕпе пурне те пысăк ăнăçусем сунар Шăхаль, район, республика, çĕршыв шайĕнче иртекен ăмăртусене хутшăнма пулăшакансене те.  

АУ Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав"