Публикации - просмотр Выход

Н. Пуклаковран тĕслĕх илеççĕ
17.12.2008


А. Хованский


Николай Иванович ПУКЛАКОВ призĕсене çĕнсе илессишĕн ирттерекен ăмăртусем йăлана кĕчĕç. Халĕ вăл Шупашкарта кооператив институтĕнче вăй хурать. Студентсене хăй пекех пултаруллă пулма вĕрентет.

Пĕтĕм тĕнчери Универсиада чемпионĕ, СССР рекордсменĕ, XX Олимп вăййисене хутшăннă - Николай Иванович Пуклаков çăмăл атлетăн ячĕ хăй вăхăтĕнче тĕнчипех сарăлнă. Паян кун та вăл çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем ентешĕпе тивĕçлипе мухтанаççĕ. Ун пек пулма тăрăшаççĕ. Каратэ енĕпе кĕрешекенсем республикипех чапа тухнă, темиçе хутчен те призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ. Г.Павлов, Д.Максимов, Д.Разумов пур енлĕ аталаннă спортсменсем. Тĕрлĕ ăмăртусенче вĕсем шкул чысне пултаруллă хÿтĕлеççĕ. Кăçал октябрь уйăхĕнче Н.Пуклаков çăмăл атлетăн призĕсене çĕнсе илессишĕн район центрĕнче ирттернĕ кросра 1000 метрлă дистанцие Д.Максимов иккĕмĕш вĕçленĕ. Шкулта пултаруллă спортсмен ячĕпе ăмăртусем йĕркелесси йăлана кĕнĕ.


АУ Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав"