Публикации
 
  Фильтр: Не установлен.  Режим просмотра записи  

Сывлăх кунĕ

05.02.2005 
Урмарская районная газета 
Л. ТРОФИМОВА 

о Спорт

 

 

 

Сывлăх кунĕ

 

 

 

Шăхальти вăтам шкулта вĕренекенсем ЧР Президенчĕ Н.Федоров иртнĕ çула "Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ" тесе пĕлтернине кăçал та малалла тăсса пыраççĕ, спортăн тĕрлĕ енĕсемпе мероприятисем тăтăшах ирттереççĕ. Тин кăна-ха шкулта спорт каçĕ йĕркелерĕмĕр. Шăматкун вара "Сывлăх кунĕ" пулчĕ. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем çырмара сăрт çинчен çунашкапа ярăнчĕç. 5-8-мĕш классенче вĕренекенсем йĕлтĕрпе чупса ăмăртрĕç. Аслă классенчи ачасем волейболла вылярĕç. Спорт мероприятийĕсене Г.Васильевпа А.Горбунов учительсем йĕркелесе пыраççĕ.

 

Шкулта каратэ тата волейбол енĕпе секцисем ĕçлеççĕ. Вĕсен занятийĕсене ял çамрăкĕсем те çỹреççĕ. Çапла вара шкулти спорт залĕ кашни эрнерех виçĕ кун çамрăксен хаваслă сассисемпе кĕрлесе кăна тăрать.

 

Л. ТРОФИМОВА,

 

шкул директорĕ.


Урмарский район Чувашской Республики