Сăвви Леонид Антоновăн
Çавалпа Шетмĕ çĕрĕнче
Эпир пурнатпăр савăнса,
Тăван чăваш çĕршывĕнче
Тăвансемпе телей курса.
Хушса
юрламалли:
Пархатарлă çĕр Трак енĕ
Ешĕл сад пек курăнан.
Эс çуратнă, эс ÿстернĕ,
Эс пире вăй-хал паран.
Хушса юрламалли:
Кĕрнек юман вăрманĕсем
Чĕнеççĕ ешĕл сулхăна.
Юхан шывсем те кÿлĕсем
Илем кÿреççĕ таврана.
Атте-аннемĕр халалне
Асрах тытаççĕ çамрăксем.
Телейлĕ пурнăç алăкне
Уçма тивлечĕ пур вĕсен.