СИВĔ
ШЫВА ЛЕКСЕН МĔН ТУМАЛЛА
Çуркунне çитнě май юр ирěлме
пуçлать. Юр хăвăрт ирěлнě май таврана шыв илес
хăрушлăх сиксе тухать. Часах пăр кайма пуçлать.
Пысăк шыв тěлěнче пурăнакансен кимěсемпе шывран тарма
кирлě пулма пултарать. Кун пек чух çын сивě шыва кěрсе
ÿкме те пултарать. Пулăшу хатěресем кирлě вăхăтра
ал айěнче пулмасан та пултараççě. Çавăнпа
та инкекре çыннăн хăйне хăтарма пěлес пулать.
Çак правилăсемпе канашсене ялан асра
тытăр:
· Этемшěн 7-8 градуслă шывра 3-4 сехет
таранччен пулни пурнăçпа сывлăхшăн пысăк
хăрушлăх кăларса тăратмасть, 3-4 градуслă шывра –
1,5-2 сехет таранччен. Чи кирли – ěненÿ.
· Сисмен хутран
шыва кěрсе ÿкрěр пулсан мěнрен те пулин тытма
тăрăшăр, сивě шыва чăтма тăрăшăр. Нумай
хăлаçланма кирлě мар, хăраса ÿкнинчен хăталма
тăрăшăр. 30-40 çеккунт иртсен сивě шыва чăтма
çăмăлрах пулě.
· Шыва эрех ěçнě
хыççăн лекрěр пулсан (хăвăра хăвăр
контрольлеме пăрахман пулсан) сивě шыва чăтма сире
çăмăлрах та пулма прултарать.
· Аялти кěпе-тумтире, чăлхана, перчеткепе
пуçа тăхăннине ан хывăр. Ÿт-тир ăшшин 40-60%
пуçран «тарать», çавăнпа та пуçа тăхăнни
йěпе пулин те ăна ан хывăр. Алăпа ура пÿрнисене
сивě пулни шывран тухсанах иртет. Ытла нумай хускану тума ан
тăрăшăр, пултараймăр та, ахаль чух пултарнине кун пек
лару-тăрура тăваймăр.
· Шыва лексен лару-тăрăва хаклама
пěлěр: сирěншěн шыв хěррине ишме е кимěрен,
пăр касăкěнчен тытăнса пулăшу кěтме
çăмăлрах-и. Шывра нумай вăхăт пулнă хыççăн
кантра-пусмапа хăтăлма ан васкăр – ÿкме пултаратăр,
карт! туртăнсан суставсен çыхăнăвне татма
пултаратăр.
· Шыв хěррине ишме шутларăр пулсан карт!
хусканма кирлě мар, тÿлек сывлама тăрăшăр, ишнě
май ал-ура пурнисене массаж тăвăр. Хăвăр хăш енне
ишнине курсах тăрăр, шыв хěррине çитес çул ан
вăрăмлантăр.
· Çивěч пăр касăкěсенчен
сыхланăр. Ÿте кастарни питě хăрушă – сывě шывра
юн юхма чарăнмасть, çавăнпа та этем сивě шывран мар, юн
хнинчен вилет.
· Çÿхе пăр çине тухма ан
шутлăр, вăл пур-пěрех ванать. Касăласран аçарханса
пăра ватăр, çирěп пăр çине тухма
тăрăшăр.
· Пăр çине тухсан тум-тире хывар, аялти
тум-тире лайăх пăрса илěр, хăвăра типěтěр,
каллех пăрса тăхăнăр. Çивě пăр е
çěр çинче çара уран ан тăрăр,
ăшăнас тесе пěр май хусканăр. Çывăрса ан
кайăр! Чěтреме пуçлани лайăх – эппин эсир
ăшăнма пуçларăр.
· Шывра нумай вăхăт хушши пулнă
çынна пулăшатăр пулсан ăна эрех ěçтерме ан
шутлăр – вěлерме пулать. Хăвăртрах типě
кěпе-йěм тăхăнтарăр. Ал-урине массаж тумалла.
· Спирт таврашěпе сăтăрни пулăшу
памасть.
· Шыва сикес умěн вăхăт пур пулсан
тěрěс тум-тир тăхăнма ěлкěрěр: ала-урана
вăл пěтěмпех хуплатăр, çанă, шăлавар
пěççи, чăлха тавраш резинкăпа пулмалла.
Пуçа çирěп ларакан, шыв сахал çатакан шлепке
тăхăнăр. Урари пушмак çамăллăн хыванаканни
пултăр, ăна хывнă чух чăлха ан хывăнтăр. Ěнсене
лайăх хуплăр. Паллах, хăвăрпа пěрле улăштарма
кěпе-йěм, чăлха-нуски, перчетке, пуçа
тăхăнмалли, вěри апат илме тăрăшăр.
ШЫВ НУМАЙЛАННИ
Шыв – вăл хăрушă, пěр шелсěр
вěлерме пултаракан вăй, нумай чрезвычаллă лару-тăру
сăлтавě. Мěн авалтан этемлěх шыв илнинчен хăраса
пурăннă.
Шыв нумайланни
– вăл вăйлă çумăра е юр хăвăрт
ирěлнине пула кěске вăхăта шыв хăвăрт килни.
Усăллă
канашсем:
Енчен те сирěн çурт шыв илекен
çěре лексен, сирěн:
* Шыв нумайланнинчен хăтăлассипе
ěçлекен комиссипе хăтару служби паракан информацие
тěплěн итлесе ас туса юлмалла, хушупа сěнÿсене
пурнăçламалла.
· Газа, светпа
шыва сÿнтермелле.
· Хутнă кăмакана сÿнтермелле.
· Хаклă япаласемпе сěтел-пукана çулти
хута хăпартмалла.
· Чÿречесемпе алăксене хупмалла, хăмапа
çапса хурсан та юрать.
· Чěр чунсене пÿртрен кăлармалла,
йытăсене ирěке ямалла.
· Вут-шанкапа ытти юхса кайма пултаракан япаласене
сÿлерех хăпартма тăрашăр.
· Подвалтан шывран хăракан мěн пур япалана
кăларма тăрашăр.
Шыв хăвăрт хăпарма пуçласан
пурлăха хăтарма, эвакуации валли хатěрленме пуçламалла.
· Хуçалăхра
кимě, пушă пичке, пěрене тавраш пулсан вěсенчен ишекен
хăтару хатěрě тумалла. Çавăн пекех ăна пластик
бутылкăсемпе вěрсе хăпартмалли минтер-тÿшекрен те
хатěрлеме пулать.
· Пулăшу
çитиччен çулти хутра е мачча тăрринче, çурт
тăрринче, йывăç çинче е урăх
çÿллěрех вырăнта лармалла.
· Хăтаракансем
сире тупчěр тесе вěсене ялавпа, вут пуççипе, хунарпа е
çуртапа паллăсем парса хăвăр йышăннă вырана
кăтартăр.
· Шыв
илнě çěртен хăвăр тěллěн тухма
хăтаракансене кěтсе илес шанăç пěтсен
çěç юрать.
· Хăвăра
хăвăр хăтарма шутларăр пулсан лăпкă пулăр,
шыв хăш енне, мěнле хăвăртлăхпа юхнине шута илěр.
Енчен те эсир ку вырана лайăх пěлетěн
пулсан, шыв тарăнăшě пысăк мар пулсан çывăхри
шыв илмен çуртсемпе сооруженисем патне çитме пулать. Шыв
хăвăрт килекен вырăна лекрěр пулсан хăтаракансене
систерěр; вěсем çук пулсан шывпа асарханса,
тарăнăшне шалчапра е вăрăм патакпа тěрěслесе
утăр.
Çын юхакан шыва кěрсе ÿкнě
пулсан:
·
Шыв çийěнче тытăнса юлма
тăрăшăр.
·
Мěн вăй пур таранччен çырана,
çурт таврашě е ишмелли хатěр тěлне çитме
тăрăшăр.
·
Шыв еккипе ишěр, вăя сахалрах пěтерме
тăрашăр.
·
Шыв çавăрттаракан вырантакан аяккарах
пулма тăрăшăр.
·
Урана тăхăннине, йывăр тум-тире
хывăр, çырана патне лăпкăн ишěр,
çалавçăсене кěтěр.
Шыв кайнă хыççăн урăх
хăрушлăх пулмасан киле таврăнма юрать. Çурта
кěнě чух хăрушсăрлăх пирки ан манăр. Шыв
тăнипе çурт стени, мачии ишěлсме анасран асăрханăр.
Çутă çутма, шăрпăк чěртме ан васкăр, газ
тухса тăнипе сиорпěнсе кайма пултаратăр. Кил-çуртăра
çÿп-çапран тасатăр, пÿрте типěтěр.
АСǍРХАТТАРНИ!
Раççěй
чрезвычаллă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи Тěп
управленийě шыв илнě чух пурнăçламалли тěп
првилăсене аса илтерет
Шыв илме пултарас хăрушлăх пур
пулсан:
- предприятисемпе организацисенче, шкулсемпе ача
сачěсенче ěçе чармалла;
- ачасене килсене е хăрушлăхсăр
вырăна ямалла;
- килти чěрчунсене, выльăха
çÿлле вырăна хупмалла.
Енчен те
эсир пурăнакан района шыв илме пултаракан район тесе пěлтерсен:
- газпа шыва, электричествона, кăмакара
чěртнě вута сÿнтермелле;
- апат-çимěçе, хаклă
япаласене, тум-тирпе атă-пушмака çулти хута хăпартмалла, шыв
хăпарсан – çурт тăррине;
- кирлě пулма пултаракан ишмелли хатěрсене,
çалав кустăрмисене, кантрапа пусмасене, сигналпа систермелли
хатěрсене пěр çěре пуçтарăр;
- кěпе-шăлавар айне ишме пултаракан япаласем
(мечěк, вěрсе хăпартмалли шар, пушă пăкăланă
пластитк бутылкăсем т.ыт.те) тултарăр.
Эвакуации
ирттересси пирки пěлтерсен;
- виçě кун çимелěх
апат-çимěç хатěрлěр (калори нумай
çимěç илме тăрăшăр, тěслěхрен:
шоколад, сěт, шыв т.ыт.те, ача-пăча апачě);
- ăшă тум хатěрлěр;
- пирвайхи пулăшу памалли хатěрсем,
хăвăр ěçекен эмелсем илěр;
- паспортпа ытти документа йěпенмен миххе
чикěр;
- вырăн таврашěпе гигиена
хатěрěсем илěр;
- вăхăт пулсан чÿречесемпе
алăксене хăма çапăр.
Шыв питě хăвăрт
хăпарма пуçларě пулсан:
-
питě хăвăрт çывăхри çÿллěрех
вырăна куçăр, тěрлě ишев хатěрěсмпе
усă курса е таран мар вырансемпе утса эвакуациленме хатěр пулăр;
-
хăраса ÿкмелле мар. Çăлавçăсене инкеке
лекнисене тупма пулăшма кирлě еçсем тăвăр;
-
эвакуациленме тěрлě ишев хатěрěсемпе (кимě,
пěренесенчен тунă каçма, пичке, алăк, хапха т.ыт.те)
усă курăр;
-
çăлавçăсене кěтсе илес шанчăк пулмасан
çеç хăвăра хăвăр çăлăнма
юрать;
-
шыв илнě чух уйра, вăрманта пулсан, йываç çине е
урăх çÿллěрех вырăна хăпарăр.
Шыв илнě чух инкеке лекнисене
асăрхасан:
-
выранти харпăр управлении органěсене пěлтермелле;
-
ишев хатěрě пур пулсан вěсене çăлма
тăрăшмалла;
-
ятарлă ишев хатěрěсем пулмасан ал айěнче пур япаласенчен
хатěрлемелле.
ШЫВ ИЛНИ ПИРКИ МАЛАРАХ ПĔЛТЕРНĔ
ПУЛСАН
ЭВАКУАЦИ
ПУНКТНЕ КАЙĂР ÇŸЛТИ
ХУТА ХАКЛĂ ЯПАЛАСЕНЕ КУÇАĂР
ШЫВ ИЛНИ
-
вăйлă
çумăра, юр хăвăрт ирěлнипе, вăйлă
çил хăваласа килнě шыва пула тавралăх шывпа тулса
тăкак кăтартакан, çын сывлăхне пěтерекен е
çынна вěлерекен инкек.
САСАРТĂК ШЫВ ИЛМЕ ПУÇЛАСАН
ПУЛǍШУ
ÇИТИЧЧЕН:
СИРĔН КИМĔ Е УРĂХ ИШЕВ
ХАТĔРĔ ПУР ПУЛСАН
ШЫВ
КАЙСАН
ШЫВ ЧАКСАН: КИЛЕ ÇИТСЕН: АЛĂКПА
ЧŸРЕЧЕСЕНЕ УÇСА ПŸЛĔМЕ УÇĂЛТАРĂР ЛАЙĂХ
УÇĂЛТАРМАСĂР ШĂРПĂК АН ЧĔРТĔР ЯТАРЛĂ
ТĒРĒСЛЕВ ИРТТЕРМЕСĒР ЭЛЕКТРОПРИБОРСЕМ, ÇУТĂ АН
ÇУТĂР
КАСТАРМА ПУЛТАРАКАН
ЯПАЛАСЕНЧЕН АСĂРХАНĂР
ИШЕКЕН ЯПАЛАСЕНЧЕН
ТЫТĂНĂР
ИШЕКЕН ЯПАЛАСЕНЧЕН ИШЕВ
ХАТĔРĔ ÇЫХСА УН ÇИНЕ ХĂПАРСА ВЫРТĂР
ШЫВА КĔРСЕ
ΫКНĔ ÇЫН ОРГАНИЗМĔНЧЕ ПУЛСА ИРТЕКЕН УЛШĂНУСЕМ
Шыв
температури, градус, С |
Мěн
вăхăт пулма юрать, сех. |
|
тăн
çухатасси |
Вилес
хăрушлăх çитесси |
|
0 |
0,25 |
0,25-7,0 |
10 |
0,5-1,0 |
1,0-2,0 |
15 |
2,0-4,0 |
6,0-8,0 |
20 |
3,0-7,0 |
- |
25 |
12,0 |
- |
30 |
70,0 |
72,0-75,0 |
ШЫВ ИЛНĔ ВЫРĂНА ЛЕКРĔР ПУЛСАН ÇУРТĂН ÇŸЛТИ
ХУТĔНЧЕ Е ТĂРРИНЧЕ, ЙЫВĂÇ ТĂРРИНЧЕ Е УРĂХ
ÇŸЛЛĔ ВЫРĂНТА ЛАРĂР.
ХАРПĂР ХĂВĂРА ÇĂЛМА
СИРĔН ПУРНĂÇШĂН ПЫСĂК ХĂРУШЛĂХ ПУЛСАН
АНЧАХ ЮРАТЬ.
Экстреллă
майпа ěçлекен службăсем
Çăлавçăсен
телефонě
01
Васкавлă пулăшу телефонě
03
ШЫВ ИЛНĚ
ЧУХ МĚН ТУМАЛЛА