«Музыка  театрне пуçарса янă, культура ěçěнче тимленě чăваш халăхěн пархатарлă ывăлě умěнче пуçăма таятăп»

                                        В.Давыдов-Анатри

 

 

Б.С.Марков 1924 çулта мартăн 7-мěшěнче Элěк районěнчи Хитекушкăнь ялěнче çуралнă. Ача чухнех музыкăна питě юратнă вăл, купăс калама уйрăмах кăмăлланă. Шупашкарти педтехникумран вěренсе тухсан, Тавăт шкулěнче ачасене вěрентнě. Уроксем ирттернипе кăна лăпланман, драма кружокě, оркестр йěркеленě. Çывăхри ялсене те спектакльсемпе çÿренě. Ирěклěрех вăхăт тупăнсан, кěвěсем хайланă. Хăйěн пурнăçне искусствăна халаллама тěллев тытнă вăл.

        Пěтěм ял-йыш  хисеплекен çамрăк учителěн ěмěчěсене вăрçă  татнă. Борис Семенович та нимěç фашистчěсене хирěç çапăçма фронта тухса кайнă , артиллерине лекнě. Ăна батарея комсоргě пулма суйланă. Вăрçă хирěнче те музыкăпа туслăскер, Б. Марков хăйсен полкěнче ансамбль йěркелеме мехел  çитернě. Хăй тěллěн вěреннě тата хатěрленнě воин- артистсем  концерт  хыççăн   концерт лартса салтаксене хавхалантарнă.

Аслă Отечественнăй вăрçă вěçленсен Б. Марков Луначарский ячěпе хисепленекен Театр искусствисен патшалăх институтне  (ГИТИСа) вěренме кěрет. Алла диплом илсен,  Шупашкара таврăнать.  Çичě çул Чăваш академи театрěнче спектакльсенче тěп рольсене вылять. Унăн ăсталăхне тивěçлипе хаклаççě , Чăваш АССР халах артисчěн ятне параççě .

      Мал ěмěтлě , ятла-сумлă  артист музыка тěнчинех туртăнать, каллех

ГИТИСа, ку хутěнче музыка режиссурин ăсталăхне алла илме тухса каять. Экзаменсене ăнăçлă тытса, вěренме кěрет. Каникул кунěсем çитсен, фронтран илсе таврăннă баянне хăйпе пěрле илсе ытти студент-юлташěсемпе çěнě   çěрсем çине тухса каять. Мускав артисчěсен концерчěсене хапăл туса йышăнаççě.

      1959 çулта Б.С.Марков вěренсе тухса музыка режиссерě пулса тăрать. Ăна чăваш музыка театрне йěркелеме чěнсе илеççě, театрăн тěп режиссерě пулма çирěплетеççě. Вокал тата балет студийěсем уçать. 1960 çулхи май уйăхěнче Чăваш патшалăх музыкăпа драма театрěн сцени синче чăвашсен пěрремěш опери суралать. Ку вăл – Федор Васильевăн «Шыварманě». Çак паллă событие шутлаççě те ĕнтĕ музыка театрĕ çуралнă кун тесе.

Кăштах вăхăт иртсен Б. Мокроусовăн «Чапай» оперине – Рассейре пěрремěш хут! -   лартать

      Чăваш  музыка театрěн тěп режиссерěн ěçěсене туса пынипе пěрлех Б.С.Марков 1968-1972 çулсенче ССР Союзěн Пысăк театрěнче опера режиссерěнче ěçлет, ГИТИСра лекцисем вулать, доцент ятне тивěçет. Общество пурнăçне активлăн хутшăнма та вăхăт тупать. Вăл – СССР Верховнăй Совечěн депутачě, мире хутěлекенсен комитечěн, РСФСР Культура министерствин коллегийěн членě, партин Чăваш обкомěпе Шупашкар хула комитечěн членě.

       1966 çулта Борис Семеновича РСФСР Культура министерствине ěçе илеççě. Раççейри опера театрěсен управленийěн начальникě пулма çирěплетеççě.  Искусство ыйтăвěсемпе 40 ытла статья, икě кěнеке çырать вăл.     Искусствăна аталантарас енěпе ырми-канми, ăнăçлă ěçленине пысăка хурса хакласа, Б.С.Маркова «Хисеп палли» орденпа наградăлаççě , РСФСР халăх артисчěн , РСФСР искусствăсен тава тивěçлě деятелěн хисеплě ячěсене, 1969 çулта К.В. Иванов ячěпе хисепленекен Чăваш патшалăх премине параççě.

Шел, пысăк талантлă ентешěмěрěн – Борис Семенович Марковăн ěмěрě кěске пулчě, унăн чěри 1977 çулхи мартăн 25-мěшěнче тапма чарăнчě.  

Б.С.Марков  пурнăçěпе

тата пултарулăхěпе паллаштаракан

паллăрах статьясемпе рецензисем