Парк культуры и отдыха им.500-летия г.Чебоксары
Месторасположение:
г. Чебоксары, Московский пр.
Площадь – 87 га
В 1969 году в честь 500-летия города Чебоксары на возвышенном берегу Волги в районе Чернышевского оврага началась закладка нового парка. На площади 200 га предполагалось разместить кинолекторий, выставочный павильон, читальню, зеленый театр, музыкальную эстраду, танцевальную площадку, летний ресторан, кафе, различные аттракционы. Для проведения спортивных мероприятий предусматривались различные игровые площадки.
18 апреля 1974 года решением Чебоксарского городского исполкома был утвержден генеральный план и проект городского парка культуры и отдыха в Московском районе столицы. Открытие парка имени 500-летия Чебоксар состоялось 5 января 1978 года.
В 1981 году институтом "Чувашгражданпроект" был разработан проект застройки парка. В нем предусмотрено несколько зон: зона главного входа (3,5 га), детская (7 га), культурно-зрелищная (7 га), спортивная (8 га), территория аттракционов и отдыха (47 га), этнографический уголок (1,5 га), административно-хозяйственная часть (1 га). Долгое время парк являлся филиалом центрального парка культуры и отдыха "Лакреевский лес". С января 1987 года парк перешел на самофинансирование.
В 2004 году к 80-летию органов власти г. Чебоксары на территории парка около остановки общественного транспорта “Студгородок” была заложена Аллея Поколений, где посажены 20 елочек. Аллея Поколений является значимым местом города. Здесь продолжается традиция, начатая осенью 2004 года, когда было предложено считать каждое дерево именным, в честь того, кто его посадил, а сведения об “именной” елочке передавать из поколения в поколение.
В 2005 году на территорию парка перемещена скульптурная композиция “Дорога на Москву”, построенная в 1989 году (автор – скульптор Ф.И. Мадуров).
В настоящее время в парке функционируют 15 аттракционов, закончено строительство теплой конюшни, сцены, произведена реконструкция хозяйственного блока, сдан в эксплуатацию общественный туалет, переоборудовано помещение под тир, открыта площадка для проката роликовых коньков, приобретены два картинга и мотоциклы под прокат, а также русский рысак для конного проката на карете и санях. Проведено освидетельствование 4 аттракционов с истекшим сроком эксплуатации ("Кругозор", "Орбита", "Ромашка", "Вихрь"). Благоустроены клумбы и установлены 12 скамеек, работает торговый павильон. В парке также имеется футбольное поле.
В ближайшие годы здесь предполагается создать этнопарк.
Шупашкар 500 çул ячĕллĕ культурăпа кану паркĕ
Вырнаçнă
вырăнĕ: Шупашкар хули, Мускав проспекчĕ
Лаптăкĕ – 87 га
Шупашкар хули 500 çул тултарнă ятпа 1969 çулта Атăлăн çÿллĕ çыранĕ хĕрринче Чернышевски варĕ çывăхěнче çĕнĕ парк никĕслеме пуçланă. 200 гектар çĕр лаптăкĕ çинче кинолектори, курав павильонĕ, вулав пÿлĕмĕ, симĕс театр, музыка эстради, ташă лаптăкĕ, çуллахи ресторан, кафе, тĕрлĕрен аттракционсем тума, спорт мероприятийĕсем ирттерме вăйă лаптакĕсем йĕркелеме палăртнă. Шупашкар хулин ĕç тăвакан комитечĕн 1974 çулхи ака уйăхĕн 18–мĕшĕнчи йышăнавĕпе килĕшÿллĕн тĕп хулан Мускав районĕнчи культурăпа кану паркĕн генеральнай планĕпе проектне çирĕплетнĕ. 1978 çулхи кăрлач уйăхĕн 5–мĕшĕнче Шупашкар 500 çул ячĕллĕ парка савăнăçла лару–тăрура уçнă.
1981 çулта “Чăвашгражданпроект” институт парк строительствин проектне туса хатĕрленĕ. Унта парк территорине темиçе зона çине пайлама пăхнă: тĕп алăк зони (3,5 га), ача–пăча (7 га), культурăпа курав (7 га), спорт (8 га) зонисем, кану тата аттракционсен лаптăкĕ (47 га), этнографи кĕтесĕ (1,5 га), администраципе хуçалăх пайĕ (1 га). Чылай вăхăт парк “Лакрей вăрманĕ” тĕп культурăпа кану паркĕн филиалĕ пулнă. 1987 çулхи кăрлач уйăхĕнчен пуçласа парк хăй тĕллĕн аталанса пыма тытăннă.
2004 çулта Шупашкар хулин влаç органĕсем 80 çул тултарнă тĕле парк территорийĕнчи “Студентсен хули” обществăлла транспорт чарăнăвĕнчен инçе мар ăрусен аллейи никĕсленнĕ. Унта пурĕ 20 чăрăш лартса хăварнă. Ырă йăлана малалла тăсас тĕллевпе кашни йывăçа лартнă çын ятне пама сĕннĕ. “Ятлă” чăрăш çинчен вара пулас ăрăва каласа пама йышăннă.
2005 çулта парк территорине 1989 çулта туса лартнă “Мускав çулĕ” скульптура композицине куçарса килнĕ (авторĕ–скульпторĕ Ф.И. Мадуров).
Хальхи вăхăтра паркра 15 аттракцион ĕçлет. Нумаях пулмасть сцена хута кайнă, лаша вити, обществăлла туалет туса çитернĕ, хуçалăх блокне тĕпрен улăштарнă, тĕл перекенсен тирĕнчи оборудование çĕнетнĕ, роликлă конькисен прокачĕ валли ятарлă лаптăк уçнă, икĕ картинг, прокат валли мотоциклсем, карета, çуна çинче ярăнтарма урхамах туяннă. Паркра чечек клумбисене тирпейлесе илемлетнĕ, 12 сак туса лартнă. Паркра суту–илÿ павильонĕсем ĕçлеççĕ, футбол площадки пур.
Çитес вăхăтра кунта этнопарк тума палăртнă.
Литература:
Кириленко В. Волжская Венеция // Советская Чувашия. 1969. 26 сентября.
Любимова А. Республикăна çут çанталăк палăкĕ кирлех: [“Шупашкар хули – 500 çул ячĕллĕ культурăпа кану паркĕ çинчен] / А. Любимова // Хыпар. 2004. 13 кăрлач.
Парк с видом на Волгу // Чебоксарские новости. 2005. 16 февраля.