Детский парк и парк им. Н.К.Крупской

Месторасположение: г. Чебоксары, Красная площадь (в зоне затопления)

Чебоксары – зеленый город. Таковым он был и в начале XX века. Однако при кажущейся озелененности городские улицы не имели культурных посадок и до 1930 года не благоустраивались. Первые зеленые островки цветочных клумб появились в 1926–1927 годах на Красной площади (бывшей Базарной). С них и началась организация первых садов, а затем парков – Детского и имени Н.К. Крупской.

Прежде на Базарной площади находился городской рынок, куда два раза в неделю – по понедельникам и пятницам – на лошадях съезжались крестьяне с сельхозпродуктами, стояла непролазная грязь. С тех пор как Чебоксары стали столицей, а Базарная площадь – Красной, неоднократно ставился вопрос о переносе торговых рядов в другое место. Лишь в 1930 году появился новый Зеленый базар.

Детский парк на Красной площади был заложен в 1927 году. Первоначально он назывался "имени 10–летия Октября". Перед войной здесь работал фонтан, действовали детские игровые павильоны. Стоял памятник И.В. Сталину. Рядом с парком было построено в стиле конструктивизма здание Главпочтамта.

В этом же году закладывается другой парк – имени Н.К. Крупской. Здесь был установлен первый в Чебоксарах памятник В.И. Ленину (скульптор Б.В. Лавров, художественное оформление М.С. Спиридонова). Его открытие состоялось 7 ноября 1930 года. Памятник простоял в парке до сооружения нового на площади Ленина в 1960 году, после чего его перенесли на территорию Чапаевского поселка. После войны около входных ворот на небольшом постаменте установили бюст Н.К. Крупской. В 1979 году его перенесли из зоны затопления на площадку между ДК ЧЭАЗ и Домом Советов.

Знаменитая "Триумфальная арка" (или "Красные ворота"), стоявшая между двумя садами, была разобрана еще в конце 20–х годов.

Эти два парка были излюбленным местом отдыха горожан. Они располагали аттракционами и помещениями для культурно–массовых мероприятий. Здесь были высажены сотни крупнорастущих и декоративных деревьев, среди которых находились павильоны для читальни, для игр в шахматы и шашки, стрелковый тир и др. Уютнейшие зеленые уголки города украшали роскошные островки цветочных клумб. На летней эстраде в парке им. Н.К. Крупской проходили концерты I–й и II–й Всечувашских олимпиад искусств, действовала танцплощадка.

Шли годы, в Чебоксарах благоустраивались новые парки, сады, скверы, а Детский парк пришел в запустение. Парковые сооружения пришли в ветхость и не эксплуатировались, фонтан не работал, территория никем не убиралась, а газоны не оформлялись. В 1968 году бывший Детский парк был переименован в сквер и передан на баланс Управления коммунального хозяйства города.

В 70-х годах в связи со строительством Чебоксарской ГЭС была снесена вся историческая часть Красной площади, первые парки и сады попали в зону затопления.

 

Ача паркĕ
тата Н.К. Крупская ячĕллĕ парк

Вырнаçнă вырăнĕ: Шупашкар хули, Хĕрлĕ площадь (шыв айне пулнă зона)

Шупашкар – симĕс хула. XX ĕмĕр пуçламăшĕнче те вăл çаплах пулнă. Анчах, хула урамĕсем симĕс курăннă пулин те, вĕсенче ятарласа илемлетме лартнă ÿсен тăрансем пулман. 1930 çулччен урамсене тирпей–илем кĕртессипе пачах ĕçлемен. 1926–1927 çулсенче Хĕрлĕ площадьре (унччен Пасар площачĕ пулнă) чечек клумбисен пĕрремĕш симĕс утравĕсем курăнма тытăннă. Вĕсенчен пуçланнă та Шупашкарти пĕрремĕш садсене, унтан – Ача тата Н.К. Крупская ячĕллĕ парксене йĕркелесси.

Малтан Пасар площадĕнче хула пасарĕ вырнаçнă пулнă. Кунта эрнере икĕ хутчен – тунти кун тата эрне кун – хресченсем ял хуçалăх продукцине лашасемпе турттарса килнĕ. Çавна май пасарта иртсе тухмалла мар пылчăк пулнă. Шупашкар тĕп хула, Пасар площачĕ – Хĕрлĕ площадь пулса тăнăранпа суту–илÿ речĕсене урăх вырăна куçарасси пирки пĕрре мар ыйту çĕкленĕ. 1930 çулта тин çĕнĕ Симĕс пасар йĕркелесе янă.

1927 çулта Хĕрлĕ площадьре Ача паркĕ никĕсленнĕ. Малтанах вăл “Октябĕре 10 çул” ятлă пулнă. Вăрçă умĕн кунта фонтан, И.В. Сталин палăкĕ пулнă, ачасен вăйă павильонĕсем ĕçленĕ. Паркпа юнашар конструктивизм стилĕпе тунă Главпочтамт çурчĕ çĕкленнĕ.

Çав çулах Н.К. Крупская ячĕллĕ парк никĕсленнĕ. Кунта Шупашкарти пĕрремĕш В.И. Ленин палăкне вырнаçтарса лартнă (скульпторĕ Б.В. Лавров, илемлетекенĕ М.С. Спиридонов). 1930 çулхи чÿк уйăхĕн 7–мĕшĕнче ăна савăнăçлă лару–тăрура уçнă. 1960 çулччен ку палăк паркрах пулнă. Ленин площадĕнче çĕнĕ палăк туса лартнă хыççăн ăна Чапаев поселăкĕн территорине куçарнă. Вăрçă хыççăн парка кĕмелли хапха умне Н.К. Крупскаян бюстне вырнаçтарнă. Вăл пысăках мар никĕс çинче тăнă. 1979 çулта ăна шыв айне пулмалли зонăран Шупашкарти электроаппаратура завочĕн Культура керменĕпе Советсен Çурчĕ хушшинчи лаптăка куçарнă.

Икĕ парк хушшинче вырнаçнă чаплă “Триумфлă аркка” (е “Хĕрлĕ хапха”) 20–мĕш çулсен вĕçĕнче арканнă.

Çак икĕ парк хула çыннисемшĕн канмалли юратнă вырăн пулнă. Вĕсенче аттракционсем, культмассăллă мероприятисем ирттермелли пÿлĕмсем, шашка, шахмат вăййисем валли павильонсем, тĕл перекенсен тирĕ тата ытти пулнă. Кунта пысăк çитĕнекен тата таврана илем кÿрекен çĕршер йывăç ÿснĕ. Чечек клумбисен капăр утравĕсем хулан хăтлă симĕс кĕтесĕсене пуянлатнă. Н.К. Крупская ячĕллĕ паркăн çуллахи эстради çинче Пĕтĕм Чăваш ен искусствăсен 1–мĕш тата 2–мĕш олимпиадисен концерчĕсем иртнĕ, кунтах ташă лаптакĕ ĕçленĕ.

Çулсем иртнĕçемĕн Шупашкарта çĕнĕ парксем, садсем, скверсем йĕркеленнĕ. Ача паркĕ вара пушанса юлнă. Юхăнса кайнă пирки парк сооруженийĕсемпе усă курман, фонтан ĕçлеме пăрахнă, территорие никам та тирпейлемен, газонсене илемлетмен. 1968 çулта унчченхи Ача паркне сквер тесе ят панă, ăна хулан коммуналлă хуçалăх Управленине панă.

70–мĕш çулсенче Шупашкар ГЭСне тума пуçланă пирки Хĕрлĕ площадĕн мĕнпур историллĕ пайне пăсма тивнĕ. Пĕрремĕш парксемпе садсем те шыв айне пулмалли зонăна лекнĕ.

 

Литература:

Данилова А.П., Данилов В.Д., Иванова Т.Н. Мой город (Паспорт юного чебоксарца). – Чебоксары, 2004.

Можаров Г.Г., Никитин А.С. Памятные места и достопримечательности города Чебоксары и Чувашской АССР. – Чебоксары, 1987.

Терентьев А.И. Чебоксары и чебоксарцы: Записки краеведа. – Чебоксары, 1992, 2001.

"Красная Чувашия". 1935. 8 мая.