Чебоксарский
ботанический сад
(Чебоксарский
филиал Главного ботанического сада
им. Н.В.Цицина
Российской акдемии наук)
Месторасположение:
г. Чебоксары, пр. И. Яковлева, 31
Площадь
– 177,7 га
Идея организации ботанического сада в г. Чебоксары зародилась еще в 50-е годы XX века. На генеральном плане города 1957 года впервые были определены границы сада. С 1960 по 1978 гг. на общественных началах проводились проектно–изыскательные работы и небольшие работы по закладке. До 1978 года на современной территории Ботанического сада размещались городской питомник, питомник Средневолжской автодороги и лесные насаждения Опытного межлесхоза.
В 1978 году на южной окраине г. Чебоксары выделена земля для организации Ботанического сада. В соответствии с постановлением Совета Министров Чувашской АССР было организовано самостоятельное подразделение в составе Управления жилищно–коммунального хозяйства г. Чебоксары под наименованием “Контора зеленого хозяйства”.
В 1979 году начато формирование парковой зоны – исполнена схема участков Ботанического сада, заложен дендрарий (родовые комплексы). В 1980 году построены первые мосты, произведено озеленение территории по границе с заводом керамических блоков и заложен популетум. В 1983 году организован музей Ботанического сада и гербарий.
В 1989 году в связи с возрастающим значением проблем экологической стабилизации в Среднем Поволжье постановлением Президиума Академии наук СССР в г. Чебоксары организован филиал Главного ботанического сада Академии наук СССР. Это первое в Чувашской Республике подразделение Академии наук.
Чебоксарский филиал ГБС им. Н.В. Цицина Российской академии наук (Чебоксарский ботанический сад) расположен в черте г. Чебоксары вдоль речки Кукшумка. Вся площадь ботанического сада разделена на научную, заповедную, экспозиционную и административно–хозяйственную зоны. Естественные леса занимают около 90 га, водная поверхность – 4,5 га, пашни – около 40 га. Здесь же находится пруд площадью более 5 га. Питают водоем и речку Кукшумка 12 родников, бьющих в тенистых зарослях парковой зоны.
Коллекционные фонды ботанического сада являются достоянием федерального уровня. Живые коллекции растений включают около 2000 видов и сортов (без учета разнообразия коллекционных растений по происхождению и форме). На территории ботанического сада произрастают около 750 видов деревьев и кустарников, почти 700 видов цветов, отдельная коллекция лекарственных растений насчитывает до 350 наименований. Более 600 единиц представляют флору Чувашии. Растения размещаются в различных частях организационно-планировочной структуры сада – в экспозициях и на коллекционных участках: “Цветочно-декоративные растения” (650 видов и сортов), “Сад Падуи” (570 видов), “Лекарственные, редкие и исчезающие растения” (342 вида), “Долина раздумий” (12 видов), “Альпийская горка” (45 видов), “Травянистая флора Чувашии” (102 вида), “Экологическая тропа” (14 видов), “Дендрарий” (600 видов), “Фрутицетум” (36 видов), “Тополя и ивы России” (23 вида и гибрида), “Помологический сад” (9 видов, 117 сортов).
Свободные от посадок площади экспозиционной зоны составляют около 50 % территории, занятые группово-куртинными посадками – 4 га. Посадки из дуба, сосны, ели, березы создавались для закладки экспозиции “Флора Чувашии” около 15 лет назад. Кроме того, на площади имеются: елово–сосновая полоса 30–летнего возраста (0,05 га), кедровая аллея 1994 года посадки, ореховая полоса 20–летнего возраста (0,04 га), старые ветловые посадки по водотоку (около 0,07 га).
Чебоксарский филиал Главного ботанического сада – это единственное в Чувашской Республике научное учреждение системы Российской академии наук, которое проводит исследования по актуальным проблемам фитополиса, озеленения городов и населенных пунктов, интродукции ценных растений (декоративных, лекарственных, пряно-ароматических, плодовых), сохранению их генофонда и биологического разнообразия, в т. ч. редких и исчезающих видов, включенных в Красную книгу Российской Федерации и Чувашской Республики.
Шупашкарти
ботаника сачĕ
(Раççей
Ăслăлăх Академийĕн Н.В. Цицин ячĕллĕ
Тĕп ботаника сачĕн Шупашкарти филиалĕ)
Вырнаçнă
вырăнĕ: Шупашкар хули, И. Яковлев проспекчĕ, 31
Лаптăкĕ – 177,7 га
XX ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенчех Шупашкарта ботаника сачĕ туса хурас шухăш пулнă. Хулан 1957 çулхи генеральнăй планĕ тăрăх пуçласа сад чиккисене палăртнă. 1960–1978 çулсенче тишкернипе проект тăвас тата никĕс хурас ĕçсем пурнăçланнă. 1978 çулччен ботаника сачĕн хальхи территорийeнче хула тата Вăтам Атăл автоçул питомникĕсем, Опытлă межлесхоз вăрманĕ пулнă.
1978 çулта Шупашкарта кăнтăр чиккинче ботаника садне йeркелесе яма çĕр уйăрнă. Чăваш АССР Министрсен Совечĕн йышăнăвĕпе килĕшуллĕн Шупашкар хулин коммуналлă хуçалăх Управленийĕ çумĕнче “Симĕс хуçалăх кантурĕ” ятпа хăй тĕллĕн уйрăм туса хунă.
1979 çулта парк зони йeркелеме тытăннă: ботаника сачĕн лаптăк схемине хатĕрленĕ, дендрари никĕсленĕ. 1980 çулта пĕрремĕш кĕперсем тунă, керамика завочĕн чикки тăрăх территорине симĕслетнĕ, популетум никĕсленĕ. 1983 çулта ботаника сачĕн Музейне тата типĕтнĕ курăксен пуххине йĕркелесе янă.
Вăтам Атăл çинче экологи çирĕпленĕвĕн ыйтăвĕсен пĕлтерĕшĕ ÿснĕ май 1989çулта СССР ăслăлăх Академи Президиумĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Шупашкарта СССР ăслăлăх Академийĕн Тĕп ботаника сачĕн филиалне туса хунă. Ку ăслăлăх Академийĕн Чăваш Республикинчи пĕрремĕш уйрăмĕ.
Раççей Ăслăлăх Академийĕн Н.В. Цицин ячĕллĕ Тĕп ботаника сачĕн Шупашкарти филиалĕ (Шупашкарти ботаника сачĕ) хула чиккинче Кăкшăм юхан шывĕ хĕрринче вырнаçнă. Унăн мĕнпур лаптăкĕ аслăлăх, усрав, экспозици тата администраципе хуçалăх зонисем çине пайланать. Лаптăкăн 90 гектарне вăрман, 4,5 гектарне – шыв, 40 гектарне пуса йышăнать. Кунтах 5 га йышăнакан пĕве пур. Кăкшăм юхан шыв тата парк зонинчи 12 çăлкуç ăна шыв парса тăраççĕ.
Ботаника сачĕн коллекци фончĕ Раççей Федераци шайĕнчи пурлăх шутланать, ÿсен тăрансен чĕрĕ коллекцийĕнче икĕ пине яхăн тĕспе сорт. Ботаника сачĕн территорийĕнче 750 яхăн тĕслĕ йывăçсемпе тĕмсем, 700 тĕслĕ чечексем ÿсеççĕ. Эмел курăкĕсен уйрăм коллекцийĕнче вĕсем 350 ят таран. Чăваш енĕн ÿсен тăран тĕнчипе 600 яхăн единица паллаштарать. ÿсен тăрансем садăн тĕрлĕ пайĕсенче – экспозицисемпе коллекции лаптăкĕсенче вырнаçнă. Сăмахран, “Илем кÿрекен ÿсен тăрансемпе чечексем” (650 тĕспе сорт), “Сайра тĕл пулакан, пĕтме пуçланă ÿсен тăрансем тата эмел курăкĕсем” (342 тĕс), “Альп тăвĕ” (45 тĕс), “Дендрари” (600 тĕс) тата ытти те.
Экспозиции зонин лартман лаптăкe мĕнпур территорине 50%-не йышăнать. Кунта ушкăннăн лартнă ÿсeн тăрансем (4 га) çитĕнеççĕ: “Чăваш енĕн ÿсен тăран тĕнчи” экспозицие никĕслеме 15 çул каялла юман, хыр, чăрăш, хурăн посадкисем йĕркеленĕ. Кунсăр пуçне лаптăк çинче 30 çула çитнĕ хыр–чăрăш касси (0,05 га), 1994 çулта лартнă кедр аллейи, 20 çулти мăйăр касси (0,04 га), ватă йăмра касси (0,07 га яхăн) пур.
Тĕп ботаника сачĕн Шупашкарти филиалĕ – Раççей ăслăлăх Академи системин Чăваш Республикинчи пĕртĕн–пĕр ăслăлăх учрежденийĕ шутланать. Кунта хуласене симĕслетес, паха ÿсен тăрансене (çав шутра Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ сайра ÿсен тăрансене те) сыхласа хăварас ыйтусемпе тĕпчевсем ирттереççĕ.
Литература:
Путеводитель по Чебоксарскому ботаническому саду. – Чебоксары, 1987.
Чебоксарский филиал главного ботанического сада им. Н.В. Цицина Российской академии наук: путеводитель / Отв. ред. Ю.А. Неофитов. – Чебоксары, 2004.
Неофитов Ю. Ботанический сад в Чувашии // Советская Чувашия. 2004. 21 октября. № 209–210.
Неофитов Ю. Инженерные сооружения…Биологического характера // Советская Чувашия. 2001. 5 мая.