АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Уважаемые читатели! Наш новый сайт www.atal-volga.com. Мы рады видеть Вас на сайте.
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

11:47 26.08.2010 |

00:00 21.07.2010 | Горячее лето - 2010

00:00 21.05.2010 | Новый облик ЛИК

00:00 01.07.2011 | Эпĕ – ĕç ветеранĕ. Манăн килте телефон çук. Радиопа телевизор антенни çеç. Вĕсемшĕн çĕр процент таран тÿлетĕп. Ĕç ветеранĕсене тÿленĕ укçаран 50 процентне тавăрса паратчĕç. 2005 çулта çак ятпа пире перекет кассинче кĕнеке уçтарчĕç, укçа унта куçса пыратчĕ. 2010 çулта вара пачах та тÿлемерĕç. Заявлени çĕнĕрен çырнă хыççăн пĕр уйăхшăн компенсаци илтĕм. Иртнĕ уйăхсемшĕн укçа-тенке каялла тавăрса парĕç-ши? Нина Александрова. Шупашкар хули. Чăваш Республикин Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерстви сирĕн ыйтăвăра пăхса тухнă хыççăн çапла хурав парать. Чăваш Республикинчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене социаллă пулăшу парасси çинчен калакан саккун тăрăх ĕç ветеранĕсене радиопа тата телевиденин коллективлă антеннипе усă курнăшăн абонент тÿлевĕнчен 50 процентне компенсаципе саплаштараççĕ. Компенсаци укçине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ палăртакан йĕркепе уйăрса параççĕ. Министрсен Кабинечĕн 2010 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче çирĕплетнĕ 499-мĕш йышăнăвĕ тăрăх асăннă компенсацие ĕç ветеранĕсене хăйсем çинчен кирлĕ сведенисене пĕлтерсен çеç уйăрса пама палăртнă. Компенсацие тивĕçме вара хăвăр пурăнакан вырăнти халăха социаллă хÿтлĕх паракан уйрăмра учета тăмалла. Çавна май заявлени çырмалла, çыхăну çăмăллăхĕсем тĕлĕшпе килĕшÿ тума уйăхсерен тÿленĕ квитанцие тăратмалла. Çавăн пекех çумра Раççей гражданинĕн паспорчĕ, çăмăллăха тивĕçни çинчен калакан удостоверени те пулмалла. Укçа-тенке сире почта урлă е кредит организацийĕсенче уçнă счет çине куçарса пама пултараççĕ. Шупашкарти Ленин районĕнчи социаллă хÿтлĕх паракан уйрăм ĕçченĕсем палăртнă тăрăх сире, Нина Александровна, иртнĕ уйăхсемшĕн тивĕçнĕ компенсацие тавăрса памалла.
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика