Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Публикации  »  Чăваш Республикинчи Халăхсен туслăхĕн ҫурчĕ уçăлчĕ
03.11.2017 Чăваш Республикинчи Халăхсен туслăхĕн ҫурчĕ уçăлчĕ

Кĕске хушăра Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Министрсен Кабинечĕ, Культура министерстви тата Чăваш Енри халăхсен Ассамблейи çине тăрса тăрăшнипе пĕтĕм халăхшăн кирлĕ пархатарлă ĕç тума май килчĕ. Ку вăл пирĕн ертÿлĕх республикăра Граждан обществине аталантарассине, халăхсен туслăхне çирĕплетессине, тĕрлĕ халăх культурине хисеплессине тата аталантарассине çителĕклĕ тимлĕх уйăрнине пĕлтерет.

Официаллă çăлкуçсем пĕлтернĕ тăрăх, Халăхсен Туслăхĕн çуртне тума республика хыснинчен 10 миллион тенкĕ уйăрнă. Çитес икĕ çулта çурта пĕтĕмпех йĕркелесе çитерме тата 16,5 млн уйăрма палартнă.

Çак пулăма Чăваш Енре тĕпленсе пурăнакан тĕрлĕ халăхсен наци культура автономийĕсем чăтамсăррăн кĕтнĕ, хăшĕсен иккеленÿллĕх те пулнă пулĕ. Паянхи кун Халăхсен туслăхĕн ҫурчĕ уçăлни пурне те хавхалантарса, хăват паракан кун пулчĕ. Аса илтерсе хăварам, Чăваш Республикинче пурĕ 128 тĕрлĕ наци пурăнать, 36 наципе культура автономийĕ йĕркеленнĕ. Республикăра кашни наци халăхĕ хăйĕн чĕлхине, йăли-йĕркине аталантарас тĕллевпе чылай ĕç-хĕл, мероприяти туса ирттерет.

Çакна тата та анлăрах тума çурт пулманни самай чăрмантарнă.

Паллă савăнăçлă саманта пĕрле пайлама Мускавран - Раççей халăхĕсен Ассамблейин пуçлăхĕ Светлана Константиновна Смирнова, Хусантан - Раççейри Беларуç Республикин Хисеплĕ консулĕ, Тутарстанти халăхсен Ассамблейин председателĕн çумĕ Сергей Маруденко, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Патшалăх Канашĕн председателĕ Валерий Филимонов, Культура министрĕ Константин Яковлев тата Шупашкар хулин пуçлăхĕ Евгений Кадышев килсе çитрĕç. Вĕсене Чăваш Енри халăхсен наципе культура автономийĕсен, тĕн конфессийĕсен ертÿçисем кĕтсе илчĕç.

Халăхсен туслăхĕн çуртне уçнă çĕре Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, унăн çумĕсем: Валерий Клементьев, Анатолий Ухтияров, Владимир Тяпкин тата конгресс хастарĕсем чылайăн килчĕç.

"Юлашки икĕ уйăх хушшинче çак çурта уçассишĕн яваплă çынсем çĕрĕн-кунĕн ĕçлесе капашсăр пысăк ĕç турĕç. Ку вăл республикăра пурăнакан тĕрлĕ халăх представителĕсен килĕ пулĕ. Çаканшăн чи малтан сире, Михаил Васильевич пысăк тав!",- терĕ республикăри Халăхсен Ассамблейин ертÿçи Лев Кураков.

Михаил Васильевич хăй енчен Туслăх çуртне уçас тесе вăй хунă хастарсене тав турĕ. "Халăхсен пуян культурине, чĕлхине тата йăли-йĕркине аталантарма май туса парас тесе республика хыснинчен сахал мар укҫа уйăртамăр. Халĕ çак çуртăн алăкĕсем пур халăхшăн та уçă. Ĕçлĕр, ан ÿркенĕр кăна",- терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Раççей халăхĕсен Ассамблейин председателĕ Светлана Смирнова халăхсен туслăхне çирĕплетес енĕпе тухăçлă ĕçленĕшĕн Михаил Васильевич Игнатьева Раççей Халăхсен Ассамблейин Ылтăн медальне парса чыс турĕ.

"Чăваш Ен Халăхĕсен туслăхĕн çурчĕ уçăлнишĕн сиртен ытларах эпĕ савăнатăп пулĕ, мĕншĕн тесен çак çурт пулни, тĕрлĕ халăхсен наципе культура автономийĕсене тухăçлă ĕçлеме условисем туса пани - чи пахи, чи пархатарли", - терĕ Светлана Константиновна.

Сăмах ЧНК президенчĕ Николай Угаслов патне çитсен, Лев Кураков ăна Х Аслă Пухура çĕнĕрен президента суйланнипе саламларĕ. Лев Пантелеймонович Николай Федоровичшăн пĕтĕм чăваш тĕнчи сасăлани, (285 делегатран 283-шĕ уншăн) вăл конгресс ĕçне чунтан парăнса ĕçленине, ăна пĕтĕм чăваш халăхĕ хисепленине пĕлтернине каларĕ.

"Эпир республикăра пур наци сыннипе те туслă, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнатпăр. Ку çурт пулни - пирĕн халăхсем хушшинчи туслăха тата та çирĕплетĕ. Кризиса пăхмасăр Чăваш Енре нумай çурт-йĕр çĕкленет. Эпир малалла талпăнакан, çирĕп те ĕçчен халăх. Паянхи историллĕ самантлă уявпа пурне те чунтан саламлатăп. Пĕрлĕхре пирĕн вăй! Сывă пултăр халăхсен Туслăхĕ!",- терĕ Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов.

Çавра сĕтел хыççăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе пĕрле ытти сумлă хăнасем Халăхсен туслăхĕн çурчĕпе, йĕркеленĕ куравсемпе, тĕрлĕ наци апат-çимĕçĕпе, ÿнер ĕçĕсемпе паллашрĕç. Чăн та, пÿлĕмсене обществăлла организацисен сĕнĕвĕсене шута илсе хăтлăлатни курăнать. Çак ĕçре ЧНК "Чăваш ялĕ" комитет председателĕн Эдуард Бахмисовăн тÿпи те пысăккине палăртса хăварас тетĕп. Вăл чунне парса ĕçлени уççăнах сисĕнет.

Çапла вара республикăра тĕпленсе пурăнакан вун-вун халăх представителĕ нумай-нумай çул чăтăмсăррăн кĕтнĕ ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. Эппин, ЧНК президенчĕ Николай Угаслов калашле, республика пуласлăхĕшĕн пĕрле ĕçлер, туслăха упрар!

 

Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертÿçи.

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика