Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Публикации  »  Халăх усă куракан çут çанталăк газĕн пĕр кубла метрĕн хакĕ утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен кăшт ÿсет
13.06.2018Халăх усă куракан çут çанталăк газĕн пĕр кубла метрĕн хакĕ утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен кăшт ÿсет

Министрсен Кабинечĕн юнкун ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче çакăн пирки Тариф службин ертÿçи Марина Кадилова пĕлтерчĕ.

Халăх усă куракан çут çанталăк газĕн пĕр кубла метрĕн хакĕ утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 5,53 тенкĕпе танлашĕ — 16 пус /3%/ хушăнать. Михаил Игнатьев газ, ытти ресурс тарифĕсем хăпарнине кура халăха коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн субсиди тÿлемелли йĕрке малашне те вăйра пулассине çирĕплетрĕ — сахал тупăшлă çемьесемшĕн çакă курăмлă тĕрев пулĕ.

Николай КОНОВАЛОВ.

 

Хушса çырни:
Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика