Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Публикации  »  Каçал енсен аталану çулне тишкерчĕç
05.03.2018Каçал енсен аталану çулне тишкерчĕç

Паян Комсомольски районĕн культура çуртĕнче ял тăрăxĕceн пуçлăхĕceм, ял тата район депутачĕcен Пухăвĕн депутачĕceм, предприяти-организаци пуçлăхĕcем, общество представителĕсем пухăнчĕç. Районăн социаллă пурнăçĕн тата экономикин 2017 çулхи а аталанăвне тěпчерĕç. Канашлу умĕн республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев район ĕçченĕcен пĕр ушкăнне наградăcем, çамрăксене ĕçри тата вĕренÿри пултарулăхшăн республика стипендине тивĕçнине çирĕплетекен свидетельствăcем пачĕ.

Канашлу кун йĕркине кĕртнĕ ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов доклад турĕ. Ял хуçaлăхĕнчи ÿcĕмсем, пĕлтĕр муниципалитетăн 14 проектне ĕçe кĕртни, кăçал 15 пурнăçласси, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе еплерех аталантарни, çулсем тăвассине еплерех йĕркелени çинчен каласа пачĕ. Экономикăри, социаллă пурнăçри, сывлăха сыхлас ĕçри, вĕрентÿри, демографири çивĕч ыйтусене тишкерсе тухрĕ. Çитменлĕхсене уççăн палăртрĕ, вĕceне пĕтермели çул-йĕре кăтартрĕ.

ЧР Пуçлăхĕ залра пуçтарăннисене республика районcен умĕнчи социаллă тивĕçĕceне пур енĕпе те пурнăçланине пĕлтерчĕ. Вĕсене укça кăçaл мĕн чухлĕ уйăрасси халех паллă.

ЧР финанс министрĕн çумĕ Фарида Муратова район бюджетне пырса кĕрекен тупăшпа мĕнлерех тухăçпа усă курнине тишкерчĕ. Уйрăммăн илсен районта ĕç килĕшĕвĕ тумасăр ĕçлекенсем, анчах хыснана налук тÿлеменнисем, пур пĕр социаллă пулăшу илекенсем çaв-çaвах йышлă пулнине палăртрĕ.

ЧР Пуçлăхĕ ěç укçи конвертпа илекенсенчен налук тытас ĕçe йĕркелес ыйтупа çине тăрса ĕçлеме ыйтрĕ. ЧР экономика министрĕн çумĕ Инна Антонова районта предпринимательсен ĕçне еплерех йĕркелени çинчен каласа пачĕ. "Чăн та, пĕчĕк предпринимательсен йышĕ пĕчĕкленнĕ", - терĕ.

Канашлăва РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Краснов тата Юрий Попов хутшăнчĕç.

Хушса çырни:
Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика