Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Публикации  »  Раççей МЧСĕн Пуçлăхĕн çумĕ «112» тытăмăн ĕçне мĕнле йĕркеленипе паллашрĕ
04.10.2017Раççей МЧСĕн Пуçлăхĕн çумĕ «112» тытăмăн ĕçне мĕнле йĕркеленипе паллашрĕ

Юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра граждан оборонине туса хунăранпа 85 çул çитет.

Йăлана кĕнĕ тăрăх — çак куна халалласа пирĕн республикăра та, çĕршывăн ытти кĕтесĕнчи пекех, юлашки çулсенче Пĕтĕм Раççейри штаб тренировкине йĕркелеççĕ. Кăçал çакнашкал мероприятие юпа уйăхĕн 4-6-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă. «Ку хутĕнче тренировкăна управлени тытăмĕнче практика пайĕсĕр ирттерĕпĕр», — палăртрĕ РФ МЧСĕн пуçлăхĕн заместителĕ Александр Чуприян, икĕ кунлăха ĕçлĕ визитпа Чăваш Ене килнĕскер.

Александр Чуприян пирĕн республикăра «112» тытăмăн ĕçне мĕнле йĕркеленипе паллашрĕ. Асăннă тытăм Шупашкар хулинче çак эрнере сăнав мелĕпе ĕçлеме пуçлать. «Ку вăл — тĕнче шайĕнчи практика. 01, 02, 03, 04… - ку номерсене федераци шайĕнче палăртнă. Çынсем пĕр-пĕр пăтăрмаха лексен хăш номерпе шăнкăравласа пулăшу ыйтмаллине арпаштарма пултараççĕ, телефон справочникĕ те кашинийĕнех çук, ун пек чухне вĕсем пĕр номере — 112 — пĕлни те çителĕклĕ. Асăннă тытăм хальлĕхе 13 субъектра туллин ĕçлет, çулталăк вĕçлениччен 43-шĕнче хута ямалла», — терĕ Александр Петрович.

Раççей МЧСĕн пуçлăхĕн заместителĕ «112» тытăма сăнав мелĕпе ĕçе кĕртекенсене кунне миçе шăнкăрав килнине, çынсем ытларах мĕнле ыйтупа шăнкăравланине тата ытти саманта шута илсе пыма сĕнчĕ. РФ Президенчĕ субъектсем умне лартнă тĕллеве тĕплĕн пурнăçлама ăнăçу сунчĕ. 

Хушса çырни:
"Хыпар" хаçатран
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика