Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Публикации  »  Чăваш Енри локомотивсен шутĕнче - хими, электротехника, машиностроени комплексĕсем
28.09.2017Чăваш Енри локомотивсен шутĕнче - хими, электротехника, машиностроени комплексĕсем

 

Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн паянхи ларăвĕ 2 сехет те 41 минута тăсăлчĕ. Кун йĕркинчи ыйтусен шутĕнче чăннипех питĕ пысăк пĕлтерĕшлисем пур — çавăнпах районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсене те пурне те чĕннĕ.

Вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çитес виçĕ çуллăх прогнозĕпе паллаштарчĕ. Прогнозпа килĕшÿллĕн промышленноçпа строительствăра та, ял хуçалăхĕнче те ÿсĕм палăрмалла.

Владимир Александрович локомотивсен шутĕнче хими, электротехника, машиностроени комплексĕсене асăнчĕ. "Химпромпа" (сăн ÿкерчĕкре) "Перкарбонат" паян хăйсен продукцине чикĕ леш енне те нумай ăсатаççĕ. Ятарлă сăрăсем кăларакан "Спектр", "Элкон" продукцине "Росатом" предприятийĕсем хапăл туса илеççĕ. Чапаев ячĕллĕ заводра пысăк инвестици проекчĕпе ĕçлеççĕ. "Гален" композитлă материалсем кăларассине ÿстерет. Унăн продукцийĕпе Мускаври стройкăсенче усă кураççĕ. Электроаппарат завочĕ, "Чăвашторгтехника", ыттисем — пурне те асăнса та пĕтереймĕн. Канашри йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ "Промтрактор-Вакун" тĕлĕшпе те шанăç пур. Çитес уйăхрах предприяти 120 вакун ăсатать.

Ĕç укçин çулленхи ÿсĕм хăвăртлăхĕ вăтамран 3,5-4% танлашмалла. "Тĕллев ансат мар, анчах ăна пурнăçламаллах", - "тĕплерĕ" темăна Михаил Игнатьев. 

Хушса çырни:
"Хыпар" хаçатран
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика