Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Публикации  »  Спорта юратакансем валли çĕнĕ кермен уçăлчĕ
23.12.2016Спорта юратакансем валли çĕнĕ кермен уçăлчĕ

 Сĕтелçи теннис тĕнчери чи йывăр спорт тĕсĕсенчен пĕри: гимнастика хыççăн иккĕмĕш вырăнта тăрать вăл. Çавăн пекех ăна марафонпа тата бокспа танлаштараççĕ. Сĕтелçи теннис ăс-тăна аталантармалли чи лайăх мел теççĕ тĕпчевçĕсем. Вăл тĕнчипе анлă сарăлни те çак сăлтавпах çыхăннă. Хăшпĕр çĕршывра ăна шкул çулне çитменнисен программине те кĕртнĕ. Чылай предприяти- организацире сĕтелçи теннисла юратса выляççĕ.

Чăваш Енре те çак спортпа кăсăкланакансен йышĕ самай пысăк. Шупашкарти И.Солдатова ячĕллĕ спорт шкулĕн директорĕн заместителĕ Елена Семенова пĕлтернĕ тăрăх — сĕтелçи теннис уйрăмĕнче 628 спортсмен ăсталăха туптать. Вĕсемпе 10 тренер ĕçлет. Чи пултарулли вăл — РСФСР тава тивĕçлĕ тренерĕ, РФ физкультурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Евгений Леонтьев. Хастар вĕрентекенĕн воспитанникĕсем пысăк ăмăртусенче пĕрре мар палăрнă. Тĕслĕхрен, СССР спорт мастерĕ Елена Яковлева 1993 çулта Европа чемпионатĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă, Екатерина Андреевăпа Елена Кожина çĕршыв чемпионачĕсенче çĕнтернĕ. Сăмах май, Е.Яковлева халĕ хăй те çамрăк теннисистсене хатĕрлет.

Чăваш Енре сĕтелçи тенниса иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенчех аталантарма пуçланă. Ун чухне Шупашкарти электроаппарат заводĕнче пĕрремĕш секци /ертÿçи — Е.Леонтьев/ йĕркеленĕ, теннисистсен пирвайхи ăмăртăвĕ иртнĕ. 1989 çулта Шупашкарта спорт шкулĕ уçăлнă. Çак тапхăрта пĕлÿ çуртĕнчен вун-вун спортсмен вĕренсе тухнă. Вĕсенчен чылайăшĕ тĕрлĕ медальпе савăнтарнă. Калăпăр, 2010 çулта РФ спорт мастерĕ Рамиль Мутыгуллин Европа ăмăртăвĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă, Антонина Савельева Хусан Универсиадинче /2013/ “бронза” çĕнсе илнĕ.

Паянхи кун та республика теннисисчĕсем лайăх çитĕнÿ тăваççĕ. Чи ăста спортсмен вăл — 13 çулти Максим Кабуркин. Спорт шкулне 2010 çултанпа çÿрекенскер республика чемпионачĕсенче темиçе хут та çĕнтернĕ, “Раççей шанчăкĕсем” турниртан — ылтăн медальпе, Пĕтĕм тĕнчери “Пĕрремĕш чĕкеçсем” ăмăртуран “кĕмĕлпе” таврăннă.

Кăçал республикăри теннисистсен çĕнĕ тапхăр пуçланчĕ: Шупашкарта физкультурăпа спорт комплексĕ уçăлчĕ. Çак пулăма халалласа Павлов мичман урамĕнче ĕнер уяв иртрĕ. Çĕнĕ кермене уçма ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, ЧР спорт министрĕн заместителĕ Игорь Головин тата депутатсем хутшăнчĕç. Вĕсем юлашки 10 çулта Чăваш Енре спорт объекчĕ чылай çĕкленнине тата реконструкциленине палăртрĕç. “Спорт комплексĕсем çынсене сывă пурнăç йĕркине пăхăнма, çитĕнекен ăрăва спортпа туслă пулма май параççĕ. Сывлăх чи хаклă пурлăх пулнине нихăçан та, никамăн та манмалла мар”, — терĕ Михаил Васильевич.

“Единая Россия” партин проекчĕпе килĕшÿллĕн тунă çĕнĕ керменĕн тĕп объекчĕ — сĕтелçи теннис залĕ /лаптăкĕ — 1500 тăваткал метр, ăна тумашкăн 90 миллион тенкĕ тăкакланă/. Унта теннисла вылямалли 16 сĕтел вырнаçтарнă. Çавăн пекех керменте хывăнса тăхăнмалли тата çăвăнмалли пÿлĕмсем, медкабинет пур. Тренерсемпе судьясем валли те уйрăм пÿлĕмсем тунă. Ятарлă залра харăсах 64 çын хатĕрленме пултарать. Тренерсем каланă тăрăх — спорт шкулне ачасемпе çам-рăксем кăна мар, ватă çынсемпе çитĕннисем те теннисла выляма çÿреççĕ. Вĕсем тепĕр çул спортпа кăсăкланакансен йышĕ татах ÿсессе кĕтеççĕ. Ĕнерех х çĕнĕ керменĕн пахалăхне спорт ветеранĕсемпе çамрăк спортсменсем тĕрĕслесе пăхрĕç. Спорт комплексĕ уçăлнăшăн питĕ хĕпĕртенине пĕлтерчĕç вĕсем. Ĕнер акă çĕнĕ кермене республикăри чи ăста теннисистсем пуçтарăнĕç. Вĕсем Чăваш Ен чемпионĕн ятне тивĕçессишĕн кĕрешĕç.

 

Андрей МИХАЙЛОВ

Хушса çырни:
Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика