Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Публикации  »  "Раççей чăваш пики" конкурс пĕтĕм чăваш тĕнчин уявĕ пулса тăчĕ
03.12.2017"Раççей чăваш пики" конкурс пĕтĕм чăваш тĕнчин уявĕ пулса тăчĕ

Раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче пĕтĕм Раççейри «Чăваш пики» конкурс Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе Чăваш Республикин Культура министерстви пулăшнипе пирĕн республикăра çиччĕмĕш хут иртрĕ.

Çак конкурсра хапăл туса йыхрава йышăнса Самара, Тюмень, Иркутск, Чулхула облаçĕсенчен, Санкт-Петербург хулинчен, Тутар, Пушкăрт тата Чăваш Республикин тĕрлĕ ял-хулинчен чи чипер хĕрсем килсе çитрĕç.

Пĕтĕм Раççейри «Чăваш пики – 2017» конкурса Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов тата Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев уçрĕç.

Вĕсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен çула кĕскетсе килнĕ чăваш пикесене тата вĕсен ертÿçисене чунтан тав турĕç. Конкурс çулран çул сумлăланса, илемленсе пынине, унта хутшăнас кăмăллă, тивĕçлĕ хĕр-пикесем нумайлансах пынине палăртрĕç.

Чăваш Республикин культура министрĕ хастар та пултаруллă ЧНК пайташĕсене Хисеп хучĕсемпе тата Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп хутне конгресс юрисчĕ Сергей Павлов, Культура министерствин Тав хутне Чулхулари чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçи Алина Артемьева тата "Самана" ушкăн юрăçи Ирина Тихонова тивĕçрĕç.

Чăваш пикисем хăйсен пултарулăхне конкурс йĕркипе килĕшÿллĕн пиллĕк тĕрлĕ тупăшура палăртрĕç.

Юлашки çулсенче Чăваш наци конгресĕнче çакнашкал конкурссене ирттерессипе ĕçлекен хастар та пултаруллă специалистсем пуçтарăнчĕç. Тĕрлĕ çĕртен килекен хĕрсене сцена çинче хăйсене ятуллă та илĕртÿллĕ тытма пирĕн Наталья Васильева, Эльвира Альмешкина тата Алиса Лукина хореографсем ырми-канми виçĕ кун тăрăшрĕç. Конкурс курăмлă та кăсăклă пултăр тесе Людмила Квасовăпа Дмитрий Петров режиссерсем те пултаруллă ĕçлерĕç.

Ирина Лампасовăпа Алексей Иванов вара конкурса çепĕç те илемлĕ, таса чăвашла калаçса ертсе пынине каласа хăварма кăмăллă.

Яланхи пекех малтан пикесем хăйсемпе паллаштарчĕç. Палăртса хăвармалла, видеопаллаштарусен пахалăхĕ те кашни çул ÿссе пырать, кашни паллаштару хăйне евĕрлĕ кăсăклă пулчĕ. Куракансене уйрăмах Тюмень, Иркутск, Тутарстан пикисен паллаштарăвĕсем кăмăла кайрĕç.

Чăваш историне, культурине, мăн асаттесемпе асаннесем пиллесе хăварнă йăла-йĕркесене конкурсанткăсем мĕнлерех пĕлнине те тĕрĕслерĕç. Хĕр-пикесем аптрамарĕç, ăс конкурсĕнче те хăйсене тивĕçлĕн кăтартрĕç. Тюмень тăрăхĕнчи Горьковка ялĕнче çуралса ÿснĕ Анастасия Ушаковăна чăвашла япăхрах пĕлни кăшт кансĕрлерĕ пулсан та, хĕр çухалса каймарĕ, куракансене килес çул тăван чĕлхепе тата та лайăх калаçма хăнăхма шантарчĕ. Ăна чăтăмлăн сумлă ăмăртăва хатĕрленĕ Тюмень тăрăхĕнчи "Тăван" ассоциаци ертÿçине Ираида Масловăна тав сăмахĕ каламалла.

Паллах, регионсенчен килнĕ пикесене чăвашла калаçма йывăртарах, вĕсем ытти халăх хушшинче пурăнса та ашшĕ-амăшĕ, унти чăваш автономийĕсем тăрăшнипе тăван чĕлхене упрани паха.

Кăçал "Раççей чăваш пики" конкурса чи аякран килнĕ пике -Мария Маркова пулчĕ. Вăл Иркутск тăрăхĕнчи Зима районĕнчи Новолетники ятлă чăваш ялĕнче пурăнать. Унта чăвашлăха упраса пурăнакан хамăр халăха паллах чыс та мухтав. Иркутск тăрăхĕнчи "Юлташ" чăваш наципе культура автономийĕн, унăн ертÿçин Вероника Тимофеевăн тÿпи те кунта пысăккине палăртмалла.

"Раççей чăваш пики -2017" конкурса йĕркелекенсем хутшăнакан çирĕм пĕр пикен ăсталăхĕпе пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслерĕç.

Чăваш апат-çимĕçне хатĕрлессипе те хĕрÿ тупăшу пулчĕ. Шăрттан, хуплу, хуран кукли тата темтепĕр янтăлама маттуррине пикесем аван кăтартса пачĕç.

Хĕрÿллĕ тупăшура тÿресем баллсене шутласан "Раççей чăваш пики" ята Йĕпреç районĕнчи Шăрттан ялĕнчи Луиза Ильина çĕнсе илчĕ. Ăна Крымра канма 25 пин тенкĕ тăракан путевка пачĕç.

"Вице Раççей чăваш пики" - Комсомольски районĕнчи Арина Галкина пулчĕ, "Паха тĕрĕ" фирмăн 10 пинлĕх сертификатне тивĕçрĕ. "Чăваш Ен тулашĕнчи чи пултаруллă пике" ята Тутарстан тăрăхĕнчи Романова Василина, "Ăс пике" ята Муркаш районĕнчи Тихонова Арина, Канаш районĕнчи Матвеева Марина "Чи хÿхĕм пике", Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Соловьева Наталия "Чи çепĕç пике", Пушкăрт Республикинчи Стерлитамакри Федорова Анастасия "Куракансем килĕштернĕ пике" ятсене тивĕçрĕç. Унсăр пуçне килес çул Крымра иртекен "Чăваш Ен культура кунĕсене" хутшăнма сертификатсене Чулхула хулинчен килнĕ Ермолаева Оксана, Иркутск облаçĕнчи Маркова Мария, Шупашкар пики Ягунова Инна çĕнсе илчĕç.

Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов тата президиум пайташĕсем уява ирттерме пулăшнă тĕрлĕ организацисене, уйрăм çынсене чунтан тав сăмахĕ калаççĕ. Ялан çапла пĕр-пĕрне ăнланса, туслăн хамăр халăх пуласлăхĕшĕн ĕçлессе шансах тăраççĕ.

 

Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертÿçи.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика