Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Публикации  »  Театрти тĕлпулу
09.02.2019Театрти тĕлпулу
8 Feb, 2019 | КультураВизит

Паян каçхине Раççей культура Министрĕ Владимир Мединский, ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче республикăри культурăпа искусство ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç.

Ун умĕн хăнана "Вĕри юнлă çемçе чун" спектакль сыпăкĕпе паллаштарчĕç. Спектакле СССР халăх артистки Вера Кузьмина та хутшăнать. Владимир Ростиславович Вера Кузьминичнăна чечек çыххи парнелерĕ. Кайран виççĕмĕш хутри Кăвак залра тĕлпулу иртрĕ. Малтан сăмах илекенсем çаксем пулчĕç: Чăваш патшалăх пукане театрĕн директорĕ Е.Абрамова, Раççей халăх артисчĕ, Чăваш патшалăх симфони капеллин ертÿçи М.Яклашкин, Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн директорĕ Г.Козлов, Наци библиотекин директорĕ С.Старикова.

Вĕсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Чăваш театрĕн илемлĕх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ В.Яковлев хăнана театр кун-çулĕпе паллаштарчĕ, культура ĕçченĕсене канăçсăрлантаракан ыйтăва та çĕклерĕ. Сăмах "Культура çинчен" саккун пирки. Мединский пĕлтернĕ тăрăх - ку енĕпе ĕç ушкăнĕ йĕркеленĕ-мĕн, лав вырăнтан тапраннă.

Михаил Игнатьев В.Мединские Шупашкара килсе кайма, республикăшăн пĕлтĕрĕшлĕ уявсене хатĕрленсе ирттерсе ярассипе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн вырăнти ларăвне ирттерме хутшăннăшăн тав турĕ.

Юлашкинчен Игнатьевпа Мединский журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.

Хушса çырни:
Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика