Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Публикации  »  Атте-анне - мăшăр çунат!
06.07.2018Атте-анне - мăшăр çунат!

...Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ ячĕпе И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн культура керменĕнче ирттернĕ савăнăçлă мероприятие хутшăнчĕ.

Уява пухăннисене паллă кунпа саламланă май вăл республика ертÿлĕхĕ ачалăха, амăшлăха тата çемьене упрассине тивĕçлипе хакланине, вĕсене социаллă хÿтлĕхпе, медицинăн пахалăхлă пулăшăвĕпе тивĕçтермешкĕн çуллен пин-пин тенкĕ уйăрнине палăртрĕ.

„ Раççейĕпе илес тĕк, Чăваш хутлăхĕнче пĕчĕк ачасем вилнипе çыхăннă кăтартусем — чи пĕчĕккисем. Этем кун-çулĕ вăрăмланса пырать — ентешсем сывă пурнăç йĕркине пăхăнассине тивĕçлипе хаклаççĕ, хăйсен сывлăхĕшĕн яваплă пулнине чунпа туяççĕ, сиенлĕ йăларан писсе пыраççĕ. Сăмах май,Чăваш Ен министрĕсенчен пĕри те пирус туртмасть, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен, шкулсен ертÿçисен хушшинче те мăкăрлантаракан çук, — палăртрĕ Пуçлăх. — Вĕсен тĕслĕхĕпе ыттисем хĕмленеççĕ. Çемьере те ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрне ырра вĕрентессине тивĕçлипе хаклать, несĕлĕмĕрсен паха енĕсене хăнăхтарать“.

Çемье ăшшине упраса ачисене халăха юрăхлă çитĕнтернĕ çемье Чăваш çĕрĕнче сахал мар. Çур ĕмĕр ытла хура-шура çурмалла пайлакан мăшăрсен йышĕ 5 пине çывхарать. Михаил Игнатьев тивĕçлĕ ăру çитĕнтернĕ, тăван республика аталанăвне сумлă тÿпе хывнă ашшĕ-амăшĕн пысăк ушкăнне республикăн патшалăх наградипе /сăмах май орден 2010 çулта çирĕплетнĕ, паянхи кунччен ăна 150 ытла мăшăр тивĕçнĕ/ — „Юратушăн тата шанчăклăхшăн“ орденпа наградăларĕ. Вĕсен йышĕнче çÿлерех асăннă Клементьевсем те пулчĕç.

Уява пухăннисене çавăн пекех ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев саламларĕ тата çемье династийĕсен конкурсĕнче мала тухнисене Хисеп хучĕпе чысларĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Федотов общество пурнăçне пуçаруçуллă хутшăнакан çамрăк мăшăрсене сумларĕ, Игнатий Владыка савăнăçлă мероприятие пухăннă хула çыннисемпе хăнасене çемьене упрамалли, упăшкипе арăмĕн пĕр-пĕрне хисеплемеллине аса илтерчĕ, шанăçлăхпа пурăнмашкăн, телей кайăкне упрамашкăн пиллерĕ.

 

Валентина СМИРНОВА.

 

Хушса çырни:
Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика