Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Публикации  »  Çирĕп сывлăх – сывă кăмăл-туйăм
15.12.2017Çирĕп сывлăх – сывă кăмăл-туйăм

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуçарнипе кашни уйăхрах Чăваш Енре Сывлăх тата спорт кунĕсене йĕркелеççĕ.

Раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче сывă пурнăç йĕркине хисеплекенсем республикăри тата муниципалитетсенчи спорт учрежденийĕсене тÿлевсĕр кĕме пултарĕç. ЧР Спорт министерствин сайтĕнче «Справочник» уйрăмра çак кун тÿлевсĕр ĕçлекен спорт заведенийĕсен тулли списокĕпе паллашма пулать.

Чăваш Енре Сывлăх тата спорт кунне 2013 çулта кварталта пĕрре ирттерме пуçланă. Тепĕр çулталăкран спорт учрежденийĕсем кашни уйăхрах çынсене тÿлевсĕр йышăнма тытăннă. Хальхи вăхăтра вăл йăлана кĕнĕ мероприятисен шутĕнче. Халăх физкультурăпа спорт организацийĕсене тулли кăмăлпа çÿрет, çак кун йĕркелекен мероприятисене хастар хутшăнать.

Хушса çырни:
Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика