Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Публикации  »  Укçа пур, ыйту пулмалла мар
15.03.2017Укçа пур, ыйту пулмалла мар

Çуркунне çитни ытларах та ытларах сисĕнет. Хĕвел ăшăрах пăхать, кун тăршшĕ вăрăмраххăн туйăнать. Юр ирĕлет, унпа пĕрлех асфальт та ирĕлет тейĕн: çул çинчи шăтăк-путăк сарăлать, тарăнланать. «Водительсене, çынсене питĕ тарăхтараççĕ вĕсем», — терĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнерхи канашлăва уçнă май.

Çулсене юсама пуçланă

Автоçул, паллă ĕнтĕ, сывлăш температури выляса тăнă тапхăрта вăхăтра юсаман е çав ĕçсене технологисене пăхăнса пурнăçламан вырăнсенче арканать. Шел те, кунашкал лаптăк пирĕн çулсем çинче сахал мар. Транспорт тата çул-йĕр министрĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх — хальхи вăхăтра Шупашкар, Канаш, Йĕпреç, Вăрнар, Красноармейски районĕсенчи çулсем çинчи шăтăк-путăка саплаççĕ. «Федераци трассисем çине 7 бригада, 21 единица техника тухнă. Тĕпрен илсен, ку çулсем йĕркеллĕ. Тĕрĕслев Канаш районĕнчи Шăхасан ялне пырса кĕнĕ çĕрте çеç çул япăххине кăтартрĕ. Регион тата муниципалитет пĕлтерĕшлĕ çулсене пилĕк подряд организацийĕ пăхса тăрать. Шăтăксене сивĕ асфальт-бетон хутăшĕпе саплаççĕ», — терĕ министр.

Владимир Иванов çирĕплетнĕ тăрăх — хальхи вăхăтра республика урлă иртекен федераци çулĕсем çинчи 10 пин ытла тăваткал метр лаптăка, регион çулĕсем çинчи 1226 тăваткал метр лаптăка йĕркене кĕртнĕ.

Чăваш Республикин Çул-йĕр фончĕн кăçалхи виçи — 5 миллиард тенке яхăн. «Ку таранччен пĕр тенкĕпе те урăх тĕллевпе усă курман. Ку енĕпе эпир Раççейри ытти регион хушшинче ырă ятпа палăрнă», — терĕ Михаил Игнатьев. Укçа пур, апла тăк республика Пуçлăхĕ калашле, çулсене йĕркене кĕртес тĕлĕшпе çивĕч ыйтусем сиксе тухмалла мар. Яваплă çынсен вăй хурса ĕçлемелле кăна. «Тÿрĕ кăмăлпа ĕçлессинчен пăрăнакан подрядчиксенчен сыхланасчĕ», — асăрхаттарчĕ Михаил Игнатьев. Владимир Иванов министр лару-тăрăва куç умĕнче тытса тăма шантарчĕ: «Хам та вырăна час-часах тухса çÿрĕп».

Çул юсакан организацисен вара пахалăх пирки ÿлĕмрен тарăнрах шухăшлама тивет ахăртнех. Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ: аварисен сăлтавĕ чылай чухне çул пахалăхĕпе çыхăнать. Раççей Федерацийĕн çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтермелли требованисене пăхăнманшăн административлă майпа явап тыттарасси çинчен калакан кодекса улшăнусем кĕртнĕ май яваплăх тата çирĕпленет. РФ ШĔМ Чăваш Республикинчи ÇÇХПИ управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов çул сарнă, юсанă чухне тивĕçлĕ технологисене пăхăнманшăн должноçри çынсене, юридици сăпачĕсене паракан штрафсен виçи вунă хут ÿсесси çинчен пĕлтерчĕ. Унччен, сăмахран, юридици сăпачĕсене 20-30 пин тенкĕлĕх штрафланă пулсан пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнчен çак виçе 200-300 пин тенкĕпе танлашĕ.

Çулсене пăхса тăракан организацисен ертÿçисем хăйсен ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Тĕпрен илсен, ку енĕпе пĕр çул кăна ĕçлемен предприятисемшĕн çул юсасси йывăр ĕç мар. Çав вăхăтрах чăрмавсем те пур. Сăмахран, аслă çул хĕрринчен аякра мар вырнаçнă ялсенче пурăнакансем çÿп-çапа общество транспорчĕ чарăнакан вырăнсене пухса хураççĕ иккен. «Муниципалитетсенче çÿп-çап пухассине тивĕçлĕ йĕркелесчĕ. Унсăрăн халăх пырса пăрахнă çÿп-çап миххисене пирĕн пуçтарса тиесе кайма, хамăрăн укçапа полигона вырнаçтарма тивет», — пĕр саслăн палăртрĕç вĕсем.

Михаил Игнатьев ку ыйтупа яваплă органсен çине тăрса ĕçлемеллине каларĕ. Çавăн пекех çул хĕрринче ÿсекен йывăç-тĕмĕн хăрнă турачĕсене тасатса тирпейлеме, тавралăха йĕркене кĕртме хушрĕ: «Хăвăра шанса панă çулсене, лаптăксене йĕркеллĕ пăхса тăрăр! Шăтăк-путăка çу уйăхĕччен сапласа пĕтермелле».

…Хĕвел ăшăрах пăхни, паллах, савăнтарать, кăмăла çĕклет. Çав вăхăтрах сисчĕвлентерет те: кăçалхи çурхи ейÿ тапхăрĕ еплерех иртсе кайĕ? «Лару-тăрăва сăнасах тăратпăр! — шантарчĕ канашлура ЧР Граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров. — Пирĕн тепĕр инкек — пăр çинчи пулăçсем. Мĕн чухлĕ асăрхаттарсан та итлеттерме çук. Пăр çÿхине пăхмасăр кĕрсе каяççĕ. Иртнĕ кунсенче кăна Атăл çинче инкеке лекнĕ ултă çамрăка виçĕ сехет çăлтăмăр».

— Çăмăлттай çав çынсене çăлса пулнă тăкаксене хăйсенчен шыраса илме пуçламалла. Çавăн чухне, тен, пурнăçпа выляма юраманни çинчен ытларах шухăшлама пуçлĕç? Çăлавçăсем кирек хăш самантра та килсе пулăшасса пĕлеççĕ вĕсем, — çивĕч çак ыйтăва татса памалли меслет пирки сăмах пуçарсан палăртрĕ Михаил Игнатьев.

Суя акциз, пахалăхсăр эрех

Ку ыйту кун йĕркинче çукчĕ. Анчах спиртлă хутăшсен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă ĕç-хĕл çивĕчлĕхĕ республика Пуçлăхне ăна унсăрăнах хускатма хистерĕ ахăртнех. Шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин асăннă хисепсем чăннипех те хăратаççĕ: юлашки вăхăтра спиртлă хутăшсен çаврăнăшĕнче йĕркене пăснă 292 тĕслĕх тупса палăртнă, 40 пин литр эрех /çак шутра «фанфурик», аншарли, контрафакт/ туртса илнĕ, ÿсĕрле тунă преступленисен виçи 48,6 процентпа танлашнă… «Вĕсем — пирĕн республикăшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратакан сăлтавсем, — терĕ министр. — Чăваш Ен, халăх йышĕпе пăхсан, эрех-сăра лавккисен шучĕпе федерацин Атăлçи округĕнче чи малти вырăнта тăрать». Ку сăмахсем хыççăн Михаил Игнатьев экономика аталанăвĕн министрне ыйту пачĕ: «Мĕншĕн çапла?» ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕн — экономика аталанăвĕн министрĕн Владимир Аврелькинăн «лицензи панă чухне çирĕпрех ыйтма пуçлăпăр» евĕрлĕ хуравĕ ăна тивĕçтермерĕ курăнать. Пытармалли çук: эрех-сăра сутакан вырăн нумаййи халăха «симĕс çĕлен» ытамне ытларах сĕтĕрет çав.

Владимир Аврелькин каланă тăрăх — суя эрехпе тивĕçтерекен организацисене, вĕсене сутакан вырăнсене министерствăра лайăх пĕлсе тăраççĕ. Сăмахран, контрафакт алкогольне сутнине темиçе хутчен те асăрханă «Ягуар» компани çинчен тивĕçлĕ органсене пĕлтернĕ. «Лавкка хуçисене çавăн йышшисемпе çыхланасран сыхланмалли пирки çине-çине асăрхаттаратпăр. Çук, лекме пултарассине пĕлсех суя эрех сутаççĕ», — терĕ министр. «Çапла майпа пысăк тупăш илме май пурри илĕртет вĕсене. Унта питĕ пысăк укçа çаврăнать», — çирĕплетрĕ республика Пуçлăхĕ. «Суя акцизсем, пахалăхсăр эрех… Мĕн чухлĕ укçа бюджет айккинчен иртет. Çакна сăнаса тăратăр-и?» — Михаил Игнатьев черетлĕ ыйтăва Налук службин тата Роспотребнадзор ертÿçисене пачĕ. Лешсем вăл е ку лавккара саккуна пăсни çинчен пĕлтерсенех вырăна тухса тĕрĕслевсем ирттернине çирĕплетрĕç.

Михаил Васильевич Экономика аталанăвĕн министерствине алкоголь рынокне хутшăнакансенчен çирĕпрех ыйтма, ку енĕпе ведомствăсен хутшăнăвне вăйлатма хушрĕ, пурнăçланă ĕç пирки ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен пĕлтерме ыйтрĕ.

Михаил Васильевич Шупашкарти «разливайкăсемпе» пуçарнă «вăрçăпа» та кăсăкланчĕ. Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков пĕлтернĕ тăрăх — çакнашкал 71 заведенирен 15-ĕшне хупнă, ыттисенче видеосăнав камерисем вырнаçтарас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Ака уйăхĕнче çурри ытла пайне ШĔМ пульчĕпе çыхăнтарма палăртнă.

Валентина БАГАДЕРОВА

Хушса çырни:
Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика