Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Публикации  »  Патăрьел районĕ: Çĕр улми уйĕ пушанать
08.09.2017Патăрьел районĕ: Çĕр улми уйĕ пушанать

"Батыревский" пĕрлешỹре техника шавĕ çĕр улми хирне те куçнă. Районта "иккĕмĕш çăкăра" чи пысăк лаптăкра шăпах кунта çитĕнтереççĕ _ 281 гектар. Ăна кăларма виçĕ комбайн хутшăнать. Вĕсемпе В. Раков, А. Лялин, Н. Алимов механизаторсем ĕçлеççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне 100 гектара яхăн пушаннă. Тухăç пĕр гектартан 287 центнерпа танлашать. Тымар çимĕçе сортировка туса управа хураççĕ, Самарăна та ăсатаççĕ.

_ Кăçал тухăç тата пысăкрах пуласса шаннăччĕ. Çĕр улми лаптăкне удобрени, чир-чĕртен фунгицид, çум курăкран гербицид сапнăччĕ. Çанталăк çулла çумăрлă тăнăран хăш-пĕр вырăнта нỹр ытларах пулнипе тымар çимĕç кăшт сахалтарах тухать. Йышĕ пур вара, _ тет П. Ялуков ертỹçĕ.

Хуçалăхра кĕрхисене те акма тухнă. Вĕсене хура пусă вырăнне никĕсе хываççĕ. Планпа килĕшỹллĕн 276 гектар йышăнмалла, хальлĕхе 50 гектарта ĕçе вĕçленĕ. Маларах тăпрана хывăннă тырă вăрлăхĕ шăтса тухма та ĕлкĕрнĕ, çавна май таçтанах сип-симĕс курăнаççĕ.

Пĕрлешỹре яваплă тапхăра кĕске вăхăтра тата сахал тăкакпа вĕçлесси техникăран нумай килнине яланах тĕпе хураççĕ, çавăнпах парка та çĕнетсе тăраççĕ. Август уйăхĕнче çеç ХТЗ маркăллă трактор туяннă. Çавăн пекех ĕне-выльăх йышне ỹстернĕ май хуçалăх куккурус та çитĕнтерме тытăнчĕ. Çак культурăна пухса кĕртме тата пахалăхлă апат хатĕрлеме "Росагролизинг" пĕрлешỹпе килĕшỹ туса çĕнĕ "Палесье" комбайн илсе килнĕ. "Карапа" Г. Ялуков тата Н. Викторов механизаторсене шанса панă.

Хушса çырни:
Патăрьел районĕн хаçачĕ
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика