Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Публикации  »  Министр филармонири реконструкци ĕҫĕсемпе паллашрĕ
09.02.2019Министр филармонири реконструкци ĕҫĕсемпе паллашрĕ

РФ  культура министрĕ Владимир Мединский ҫитнĕ тепĕр объект - Чӑваш патшалӑх филармонийĕ. Ӑна  Николай Казаков директор кĕтсе илчĕ. 

Кунта 2017 çулхи авăн уйăхĕнчен вара реконструкци ĕçĕсем пыраççĕ. Министр проектпа паллашрĕ, строительство ĕҫĕсем пыракан зала кĕрсе курчĕ.

Тĕп подрядчик — «Возрождение» строительствăпа промышленноç компанийĕ» АУО. Планпа палăртнă тăрăх, ĕçсене 2020 çулта раштав уйăхĕнче вĕçлемелле.

Строительство хакĕ — 372,24 млн тенкĕ. Хальхи вăхăтра çурт тулашне çĕнетеççĕ, шалта та хĕрÿ ĕçсем пыраççĕ. Объекта субподрядчиксене хутшăнтараççĕ. Пурĕ 40-70 çын вăй хурать.

Алина ИЗМАН.

Хушса çырни:
Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика