Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Публикации  »  Пухăннисем ĕмĕрлĕхех культура пирĕштисем пек пиртен яланлăхах вĕçсе кайнă çĕршывăн чи хастар ачисене асăнса чĕрĕ чечексем хучĕç
27.12.2016Пухăннисем ĕмĕрлĕхех культура пирĕштисем пек пиртен яланлăхах вĕçсе кайнă çĕршывăн чи хастар ачисене асăнса чĕрĕ чечексем хучĕç

Раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче Хура тинĕс урлă вĕçнĕ Ту-154 самолет Сирине кайма тухнă пулнă, ăнсăртран катастрофăна лекнĕ. Бортра РФ Çарĕн А.В.Александров ячĕллĕ юрăпа ташă ансамблĕ Раççей çар çыннисене çывхарса килекен Çĕнĕ çул уявĕсемпе саламлама тухнă. Вĕсен йышĕнчех паллă культура ĕçченĕсем, телевидени журналисчĕсем, операторсем, сасă режиссерĕсем те пулнă.Чăваш Енпе тачă çыхăннă çамрăк лейтенант, режиссер тата юрăç Максим Иванов, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ вĕренекен пĕрремĕш курс студенчĕ Андрей Кочемасов та çак самолетпах вĕçнĕ...

12 сехет тĕлне Шупашкарти оперăпа балет театрĕ умне хурлăхлă митинга Чăваш Патшалăх Канашĕн председателĕ Валерий Филимонов, Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Константин Яковлевпа унăн çумĕ Вячеслав Оринов, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Ирина Клементьева, Чăваш наци конгресĕн президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев, культурăра тата ÿнер искусствинче тăрăшакан ĕçченсем, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем пуçтарăнчĕç. Чăтайми пысăк хуйхăна пĕрле пайлама тăрăшрĕç митинга пуçтарăннисем. Самолетра пирĕн ентешсем те пулни хуйха тата та йывăрлатрĕ. Максим Иванова чылайăшĕ питĕ çывăх пĕлнĕ иккен.

Константин Яковлев министр каланă тăрăх, пултаруллă пулнине кура Максима вăл пĕр-пĕр культура учрежденине ертсе пыма та сĕннĕ иккен, анчах та çамрăк режиссер юратнă профессипех ĕçлеме шутланине пĕлтернĕ. Пушкăрт Республикин тĕп хулинче чăваш çемьинче çуралнăскере ытти регионсене те ĕçлеме чĕннĕ, Максимшăн Чăваш Ен тăван вырăн пулса тăнă, Мускавран каялла килес кăмăлпа пурăннă вăл. Шел, шăпа çакнашкал килсе тухнă унăн...

Хурлăхлă митингра ЧНК президенчĕн çумĕ Валерий Клементьев Максим Иванов конгреса та час-часах кĕрсе тухнине, хăйĕн ĕмĕчĕсем çинчен каласа панине асăнчĕ. Валерий Леонидович пурне те пĕр-пĕрне кÿрентермесĕр, лайăххине асăрхаса пурăнма чĕнсе каларĕ. Чăн та, çĕр çинче эпир хăнара кăна, сывă чухне упрасчĕ пĕр-пĕрне.

Митинг вĕçленсен пухăннисем ĕмĕрлĕхех культура пирĕштисем пек пиртен яланлăхах вĕçсе кайнă çĕршывăн чи хастар ачисене асăнса чĕрĕ чечексем хучĕç...

Хушса çырни:
ЧНК
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика