Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Публикации  »  Шкулсем, çулсем, çуртсем... Пур çĕрте те йĕрке пулмалла
07.08.2018Шкулсем, çулсем, çуртсем... Пур çĕрте те йĕрке пулмалла

Çурла уйăхĕнчи тĕп ыйтусенчен пĕри — шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесси. Унта ачасем хăйсене лайăх, хăтлă туйччĕр. Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти 56-мĕш шкула çитсе курчĕ. Асăннă пĕлÿ çурчĕ Трактор тăвакансен проспектĕнчи 38-мĕш çуртра вырнаçнă.

Ку пĕлÿ çуртне 1990 çулта хута янă. Светлана Короткова директор Михаил Васильевича 101 тата 102-мĕш аудиторисене кĕрсе курма чĕнчĕ. Кунта вĕренÿ мастерскойĕсенчен пулас 1-мĕш классене вĕренме классем хăтланă. Вĕр çĕнĕ сĕтел-пукан туяннă. Асăннă шкулта ача йышлă пулнăран / 2017-2018 вĕренÿ çулĕсенче 1483 вĕренекен пулнă/ икĕ сменăпа вĕрентеççĕ-мĕн. Кăçал 1648 ачана йышăнмалла, пĕтĕмпе 58 класс-комплект. Шкул гаражĕнче хĕрсех юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Кунта вĕренÿ мастерскойĕсем тăваççĕ. Ĕçсене «Стройремсервис» подряд организацийĕ пурнăçлать. 56-мĕш шкулта вĕренекенсен пĕлĕвне ÿстерессишĕн кăна мар, вĕсем сывă, таса ÿсчĕр тесе те тăрăшаççĕ. Шкул çумĕнче исскуствеллă курăк сарса футбол уйĕ йĕркеленĕ. Эпир пынă чухне «Максимус» футбол команди тренировка ирттеретчĕ. Спортсменсемпе вĕсен тренерĕ Геннадий Дмитриев футбол уйĕпе кăмăллă пулнине палăртрĕç. Ăна вĕсем пĕрре те тунсăхлама памаçç-мĕн. Светлана Короткова пĕлтернĕ тăрăх, шкул çумĕнче хоккей коробки те пур. 56-мĕшсен хоккей команди республикăри ăмăртусенче те тăтăшах малти вырăнсем йышăнать-мĕн. Тĕл пулура Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков 2020-2021 çулсенче «Лента» лавкка çывăхĕнче çĕнĕ шкул хута ярассине пĕлтерчĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ çавăн пекех Ю. Гагарин урамĕнчи автомобильсем çÿрекен çула епле юсанипе те паллашрĕ. Ĕçе «Воддорстрой» подрядчик пурнăçлать. Кунта икĕ сий асфальт бетонне сараççĕ, борт чулĕсене ылмаштараççĕ. Çул тăршшĕ — 1,75 çухрăм. Ĕçе 2018 çулхи авăн уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртаççĕ. Рабочисем нимĕнле чăрмав пулмассине, ĕç кал-кал пырассине шанаççĕ.

Роза ВЛАСОВА.

Хушса çырни:
Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика