Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Публикации  »  Çамрăк ученăйсене – грант
17.05.2017Çамрăк ученăйсене – грант

И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн хими-фармацевтика факультечĕн доцентне Иван Бардасова тата экономика факультечĕн доцентне Владимир Иванова Раççей Президенчĕн грантне савăнăçлă лару-тăрура панă.

Лауреатсене федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, ЧР вĕрентÿ министрĕ Юрий Исаев тата аслă шкул ректорĕ Андрей Александров саламланă. «2009 çултанпа пирĕн республикăран 8 çын гранта тивĕçнĕ — вĕсем пурте çак университетран. Патшалăх çамрăк ăсчахсене пулăшать, вĕсем çĕршывăн технологи аталанăвне тивĕçтерессе шанать», — тенĕ тĕп инспектор.

«Иван Бардасовăн ĕçĕсем хими отраслĕн экологилĕхне тата тухăçлăхне ÿстерме май параççĕ. Владимир Ивановăн ăслăлăх тĕпчевĕсем импорта хамăрăн таварпа улăштарас ĕçре питĕ кирлĕ», — палăртнă Андрей Александров.

Хушса çырни:
Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика