Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Публикации  »  Èç профессийĕсене алла илекенсем - Шупашкарта
17.04.2018Èç профессийĕсене алла илекенсем - Шупашкарта

 

Кăçалхи ака-çу уйăхĕсенче Раççейри 17 регионта «Çамрăк профессионалсем» /Ворлдскиллс Россия/ ăмăртăвăн суйлав тапхăрĕ иртĕ. Унăн çĕнтерÿçисем  кăçал çурлан 8-12-мĕшĕсенче Кăнтăр Сахалинск хулинче иртекен чемпионатăн финалне хутшăнĕç.

Чăваш Енре 3 компетенципе суйлав тапхăрĕ иртĕ. «Лабораторири хими анализĕ», «Электроника» компетенцисенче тупăшакансем ака уйăхĕн 15-23-мĕшĕсенче ăсталăхне кăтартĕç. Повар профессине алла илекенсем çу уйăхĕн 13-20-мĕшĕсенче Шупашкарти апатлану технологийĕпе коммерци техникумне пуçтарăнĕç.

«Лабораторири хими анализĕ», «Электроника» компетенцисенче ăмăртмашкăн Чăваш Ене Раççейри 34 субъектри тата 8 федераллă округри регионти чемпионат çĕнтерÿçисем пуçтарăннă. Паян суйлав тапхăрне Шупашкарти электромеханика колледжĕнче старт пачĕç. Мероприятие савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Михаил Васильевич çамрăксене ăнăçу суннă май пирěн çĕршывра ĕç профессийĕсен сумне ýстерес тĕллевпе нумай ĕç тунине палàртрĕ.

Сăмах май, асăннă ăмăртăва Чăваш Енри 3 çамрăк хутшăнать. Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕн студенткипе Виолетта Карповăпа 14-мĕш шкулта вĕренекен Надежда Кузьмина "Лабораторири хими анализĕ" компетенцире тупăшĕç,  Шупашкарти электромеханика колледжěн студенчĕ Иван Перепелкин -  "Электроника" компетенцире.

 Ирина КОШКИНА. 

Хушса çырни:
Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика