Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Публикации  »  Кондитерсем чемпионата хатĕрленеççĕ
17.04.2018Кондитерсем чемпионата хатĕрленеççĕ

Шупашкарти апатлану технологийĕпе коммерци техникумĕнче "Ворлдскиллс" юхăмăн «Кондитер ĕçĕ» компетенцире тупăшакансем тренировка ирттeреççĕ. Мускав, Санкт-Петербург, Тюмень, Чăваш Ен çамрăкĕсем тĕрлĕ пылак çимĕç хатĕрлеме вĕренеççĕ. Вĕсем тепĕр çул Хусанта иртекен 45-мĕш «Ворлдскиллс» тĕнче чемпионатне хутшăнĕç.
 
Çĕршывăн пĕрлештернĕ наци командине пирĕн ентеш, çÿлерех асăннă техникумра ăс пухакан Евгений Краснов та, кĕнĕ. Каччă пĕлтĕр Краснодар хулинче иртнĕ «Çамрăк профессионалсем» чемпионатран «Пысăк ăсталăхшăн» медальпе таврăннă. Халĕ вăл ытти çамрăкпа пĕрле Пĕтĕм тĕнчери «Ворлдскиллс» чемпионатăн «Кондитер ĕçĕ» компетенцин эксперчĕ Елена Леленкова, Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тренерĕсем — Наталья Меркулова, Анна Прокопеня — ертсе пынипе ĕç вăрттăнлăхĕсемпе паллашать. 
 
Тренировкăсем 2 эрнене тăсăлаççĕ. Пулас кондитерсем мĕнле хатĕрленнине ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Кудряшов та курса хакларĕ. Сергей Владимирович Чăваш Енре «Ворлдскиллс» юхăма аталантарас тĕллевпе пысăк ĕçсем тунине асăнчĕ. Юлашки 3 çулта кун валли 1 миллиона яхăн укçа уйăрнă. Çамрăксене чемпионата хатĕрлекен экспертсем тренировка ирттермешкĕн Чăваш Ене суйланине те ырларĕ. 
 
Елена ЛЕЛЕНКОВА, Пĕтĕм тĕнчери «Ворлдскиллс» чемпионатăн «Кондитер ĕçĕ» компетенцин эксперчĕ: 
 
— Малтанах Чăваш Ене тав тăвас килет. Тренировка ирттерме лапам хатĕрленĕ, хальхи йышши оборудованипе тивĕçтернĕ. «Кондитер ĕçĕ» енĕпе çĕршывăн пĕрлештернĕ командине кĕнĕ чемпиона, Евгений Краснова, хатĕрленине те ырламалла çеç. Мана çамрăксем валли тренировка ирттермелли вырăн пурри савăнтарать. Чемпионата хатĕрлекен кондитерсен умне пĕр тĕллев лартатăп: çĕнтермелле! Тепĕр çул Хусанта иртекен ăмăртура малти вырăна тухмалла пирĕн! Черетлĕ чемпионат шăпах Раççейре иртет-çке. Çавăнпа пирĕн хамăр ăсталăха çÿллĕ шайра кăтартмалла. Çамрăксем хăйсен ĕçне кăмăлланине сисетĕп. Тĕрĕссипе, шăпах çавнашкаллисене суйлама тăрăшатпăр та. Вĕсен куçĕсем çиçеççĕ, ирхине-и, каçхине-и — вĕсем ĕçе пуçăнса тутлăран та тутлă пылак çимĕç хатĕрлесшĕн.
Ирина КОШКИНА.

Хушса çырни:
Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика