Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  «Ростех» патшалăх корпорацийĕпе тухăҫлă хутшăнса ĕҫлес енӗпе йӗркеленӗ ӗҫ ушкăнӗн пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ
08.11.2018«Ростех» патшалăх корпорацийĕпе тухăҫлă хутшăнса ĕҫлес енӗпе йӗркеленӗ ӗҫ ушкăнӗн пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ

Состоялось первое заседание рабочей группы по организации эффективного взаимодействия с Госкорпорацией «Ростех»Чӳк уйăхĕн 8-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче «Ростех» патшалăх корпорацийĕпе тухăҫлă хутшӑнса ĕҫлес енӗпе йӗркеленӗ ӗҫ ушкăнĕн пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ.  Канашлăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин йĕркелесе ертсе пынă. Палăртса хăваратпăр, вăл ҫӳлерех асăннă ĕҫ ушкăнĕн ертӳҫи те шутланать.

Ĕҫ ушкăнне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Михаил Игнатьевăн пуҫарăвне тĕпе хурса тата «Ростех» патшалăх корпорацийĕпе республика Правительстви хушшинче ĕҫлĕ ҫыхăнусене анлӑлатас тĕлĕшпе йĕркеленĕ. Пӗрлехи проектсем сывлăх сыхлавĕпе вĕренӳ ӗҫӗнче тата пы­сăк технологиллĕ таварсене экспорта ӑсатас тӗлӗшпе хутшӑнса  ӗҫлессине тӗпе хураҫҫӗ.

Сӑмахран, паянхи ларура ертӳҫĕсем шыҫă чирĕсене сиплеме пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе усӑ курма пуҫлассипе ҫыхăннă ыйтусене те сӳтсе явнӑ.

Кунсăр пуҫне  Чăваш Республикинчи урамсене ҫутăпа тивĕҫтерме усă куракан тухăҫлă энергоресурссем пирки те сăмах пуҫарнă.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика