Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ
13.06.2018Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

Ҫĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.  Ăна яланхиллех Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусене пăхса тухиччен чи малтан, республика Ертӳҫи регионта Раҫҫей кунне халалласа ирттернĕ мероприятисем пирки чарăнса тăнă. Сăмаха май, республикăри мĕнпур районсемпе хуласенче палăртнă пулăма сума сунса чаплă мероприятисем йĕркеленсе иртнине хыпарланă. Пĕтĕмпе регионта 66 пин ытла ҫын Раҫҫей кунĕнче савăнăҫлă уявсене хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнине пĕлтернĕ.  

Ҫак эрнере регионти муниципалитетсенче «Акатуй» ĕҫпе юрă, спорт уявĕ малалла пынине те палăртса хăварнă Михаил Игнатьев. «Умра пирĕн тепĕр пысăк уяв – Республика кунĕ.  Ҫанталăк сулхăн та йĕпе тăрать пулин те, мероприятисене кирлĕ пек шайра йĕркелесе ирттермелле», тесе чĕнсе каланă ларăва пухăннисем умĕнче сăмахланă май.

Паян регион Ертӳҫи ĕҫе пухăннисене ҫĕнĕ министрпа паллаштарнă, ăна Указпа килĕшӳллĕн алă пусса ҫирĕплетнине пĕлтернĕ.  Малашне Чăваш Республикин цифрăллă аталану, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов пулать.

Кун йĕркине кĕртнĕ  тĕп ыйтусенчен пĕри регионти халăхăн сывлăхне упрассипе йышăннă ĕҫсем. Ыйтупа Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов тарăн доклад туса панă. 2024-мĕш ҫул тĕлне регионта пурăнакансен ĕмĕрне 78 ҫула ҫитерессишĕн тăрăшмаллине, 2030-мĕш ҫул валли ҫак кăтартăва 80 ҫула ҫитерсе ирттерсе ямалла тенĕ министр хăйĕн докладĕнче.

«Паян республикăри кăтарту япăх мар, вăтамран халăх 72 ҫултан та иртсе пурăнать.  «Ҫулсен карттине» ҫирĕплетнине кура, халăхăн ĕмĕр тăршшĕ тăсăлни куҫкĕретех», тесе сăмаха тăснă вăл.  Чирсем вăраха кайса ҫынсене аптратасран, ачасене шкул ҫулĕсенчен тĕрĕслеме пуҫлаҫҫĕ ятарлă специалистсем.  Ку енĕпе РФ субъекчĕсем хушшинче пирĕн регион тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăчĕ.  Кун пирки тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă министр паянхи докладра. Халăха диспансеризаци кăларни ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕлтĕр 220 пин ҫын тĕрĕслев витĕр тухнă.  Ачасене пĕтĕмпех ҫирĕп тĕрĕслев витĕр кăларса пыраҫҫĕ медицинăра тăрăшакансем.  

Пĕлтĕр пуҫласа «Мобильлĕ поликлиника» ҫĕнĕ проект ĕҫе кĕме пуҫланă.  Ялта пурăнакансем патне специалистсем ҫитсе вĕсен сывлăхне анлăн тĕрĕсленĕ. Кăтарту  ку енĕпе 9 пин ҫынна та ҫитнĕ. «Кун пек ĕҫсене йĕркелени ҫав тери усăллă, чирсене шала каясран тупса палăртма май парать», тенĕ министр.

Тепĕр пысăк витĕм – пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсем вăя кĕрсе пыни.  Юлашки 5 ҫул хушшинче кăтарту 2,2 хут та ӳсрĕ тенĕ министр сăмаха малалла вакланă май.  Республикăра пурăнакансенчен 80 проценчĕ ытти регионсене тухса ҫӳремесĕрех хамăр тăрăхра сипленме пултарни куҫкĕретех тенĕ вăл.

Доклада итленĕ май, паянхи пурнăҫ таппинче халăхăн хăйĕн те сывлăх ҫине тимлĕх уйăрни пĕлтерĕшлĕ тенĕ ертӳҫĕсем.

Регион Пуҫлăхĕ ачасен апатланăвĕ пирки чарăнса тăнă, пахалăх шайĕ пысăк пулмаллине чĕнсе каланă. 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика