Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чӑваш Ен Правительстви малашлӑхлӑ предприятисене витӗм кӳме хатӗр
18.11.2020Чӑваш Ен Правительстви малашлӑхлӑ предприятисене витӗм кӳме хатӗр

Правительство Чувашии готово поддерживать перспективные разработки местных предприятийЧӳк уйăхĕн 18-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Шупашкарти автокомпонентсен заводне ҫитсе килнĕ.

Регион Ертӳҫине " DEZZONE "дезинфекци кабинисене тата ҫӗнӗ таварсен пахалăхĕпе паллаштарнă.

Предприяти хальлӗхе продукци опытлӑ партине туса хатӗрленӗ. Интеллект уйрăмĕнче атӑ-пушмак, алӑсем дезинфицилекен элементсем тунӑ, ҫавӑн пекех ӳт температурине контактсӑр майпа виҫекен хатĕрсем те вырнаҫтарнă. Кабинӑсен темиҫе модификацийӗ туса хатӗрленӗ. Видеокамера  мелĕпе ҫынна паллакан ятарлă тӗслӗх хатĕрĕ те пур.

"Чӑваш Енре туса хатӗрленӗ малашлӑхлӑ паха тавар. Гигиенăна тивĕҫтерет, сывлӑха упрама май парать. Унпа паянхи лару-тăрура кăна усă курмалла мар,  ОРВИ, грипп тата ытти инфекцисене профилактика тума та меллĕ, - палӑртнӑ Олег Николаев.  Пирӗн регионта ӑна калăпласа кӑларма май пурри питӗ аван тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче предприяти ертӳлĕхĕпе, Чӑваш Республикин Аслӑ экономика канашӗн Председателӗн ҫумĕ Наталия Партасовăпа, министрсен профильлӗ тата ытти ятарлă специалисчĕсемпе пĕрле продукцие лайӑхлатас, производствӑна локализацилес, регион шайĕнче комплектламалли хатĕрсем лартас, рынокра анлăрах сарас ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Предприятире тирпейлесе кăларнă хатĕре Шупашкарти тĕп пасарта вырнаҫтарнă,  организацисем хапăл тусах йышăнни куҫкĕретех. Самарăри, Тутарстанранри предприятисем те тавара ыйтнă имĕш.

"Шупашкарти автокомпонентсен завочӗ" АУО Сӑнав канашӗн председателӗ Александр Яковлев тавара хатĕрлеме мĕнпур оборудовани ҫителĕклĕ тенĕ. Чи малтанхи тапхăрпа  пӗрремӗш уйӑхра 300 кабина тума палӑртнӑ, малашне пин штук ҫитерме те хатӗр тенĕ ертӳҫĕ сăмаха ҫавăрса.

Олег Николаев ҫывӑх вӑхӑтра "ӑслӑ" кабинӑсем Роспотребнадзор ыйтнине те тивĕҫтерĕҫ тенĕ.  "Таварсен ӗҫӗн пахалӑхне хушма ҫирĕплетĕвне тивĕҫĕпĕр. Кирлӗ пулсан, Чӑваш Республикин Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствин тата промышленноҫа аталантармалли Фондӑн пулӑшу формисен витĕмлĕхне те туйăр. Вĕсене те явăҫтарăпăр ĕҫе ", - тенӗ вӑл.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика