Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче "Раççей халăхĕсен пĕрлĕхлĕ çемйи" наци культурин улттăмĕш фестивалĕ иртнĕ
05.11.2019Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче "Раççей халăхĕсен пĕрлĕхлĕ çемйи" наци культурин улттăмĕш фестивалĕ иртнĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев: «Наша задача – сберечь традиции народов России»Чӳк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче "Раççей халăхĕсен пĕрлĕхлĕ çемйи" наци культурин улттăмĕш фестивалĕ иртнĕ. Ăна Чăваш Ен халăхĕсен ассамблейин тата республика Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн председателĕ Лев Кураков академик уçнă.

Республика территорийĕнче пурăнакан халăхсен туслăхне çирĕплетме пулăшакан савăнăçлă мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Наци культурисен пĕрлешĕвĕсен тата тĕн организацийĕсен представителĕсене хăйсен ĕçне пысăк яваплăха туйса пурнăçланăшăн тав тунă регион Ертӳҫи. "Эсир чăн-чăн патриотсем, тенĕ.  Раççейри халăхсен  традицийĕсем çухалман. Пирĕн тĕллев - вĕсене сыхласа хăварасси. Влаç органĕсен республикăра пурăнакан пур халăх валли   ырă та хăтлă пурнăç условийĕсем туса парасси", палăртнă Михаил Игнатьев.

Республика Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче юлашки ҫулсенче халăхăн пурнăҫне лайăхлатас тĕлĕшпе сахал мар ырă ĕҫ пурнăҫланине палăртнă. Ялти пурнăҫ хуларинчен нимĕнпе те уйрăлса тăманнине, тепĕр тесен лайăхрах та пулнине асăнса хăварнă вăл. Кăҫал ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле 205 ФАП пулмалла, кунсăр пуҫне 25 мобильлĕ ФАП хута кайнă.  Ялти халăх пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвне туллин тивĕҫни куҫкĕретех.  

2020 ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа  «Россельхозбанк» тата «Сбербанк» витĕмлĕхĕпе ҫĕнĕ программа пурнăҫа кĕме тытăнать, унăн ячĕ «Сельская ипотека». Ял тăрăхĕнче халăх вăл программăпа ҫурт хăпартса лартма пултарать.  Чăваш Ен асăннă программăна йышăнассипе пилотлă пуласси те паллă тенĕ Михаил Игнатьев.  Ҫăмăллăх кредичĕпе ялта пурăнакансем усă курма пултарасси куҫкĕретех пулĕ.  

Культурăна аталантарма регионта сахал мар укҫа тăкăнать.  500 млн ытла культура ҫурчĕсене, вулавăшсене юсама куҫĕ тĕрев. 2020-мĕш ҫулсенче музыка шкулĕсене кирлĕ пек кĕвĕ хатĕрĕсемпе пуянлатма плана кĕртнĕ, ҫуртсене хăтлăлантарасси те паллă.

Чăваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнине палăртса юпа уйăхĕн 16–18-мĕш кунĕсенче анлă мероприятисем ирттернĕ.  Крымра Чăваш культурин кунĕ пулнă. Симферополь, Евпатория, Севастополь хулисенче те ҫакăн евĕр чаплă уявсем йĕркелесе ирттернĕ. Чăваш Енри паллă ушкăнсем хăйсен юрри-ташшисене халăха парнеленĕ.  Кăҫал ҫулталăк вĕҫлениччен уявсем Самара облаҫĕнче пуласси планра пур.  Пушкăртри халăх та Чăваш Ене хапăл тусах кĕтет.  Пуласлăхри тĕллевсем тата та пысăк.  2020-мĕш ҫулта республика тулашĕнче сахал мар мероприятисем ирттерме йышăнса хăварнă. Мускавра, Санкт-Петербкргра, Ульяновск, Тутарстан Республикинче тата ытти регионсенче те уявсем йĕркелесе ирттерме плана кĕртнĕ.  

«Пирĕншĕн  юбилей историллĕ пулăм.  Чăваш халăхĕн асĕнче ылттăн сăрăпа ҫырăнса юлĕ», – тесе палăртса каланă Михаил Игнатьев.   Мĕнпур ҫынене уявсене хастар хутшăнма чĕнсе хăварнă сăмаха ҫавăрса регион Пуҫлăхĕ.  

Паллă кун Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тĕрлĕ курав ĕҫĕсемпе паллашнă, халăхсен пуян туприне курса ĕненнĕ, алă ĕҫ ăстисен паха таварĕсене хакланă. Пурне те ырлăх-сывлăх, телей, пĕр-пĕринпе килĕшсе туслă пурăнма чĕнсе каланă.        

 Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика