Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕнчи Судан Республикин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Надир Юсиф Эльтайеб Бабикера господинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ
14.05.2018 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕнчи Судан Республикин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Надир Юсиф Эльтайеб Бабикера господинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев встретился с Чрезвычайным и Полномочным Послом Республики Судан в России господином Надиром Бабикером Ҫу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕнчи Судан Республикин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Надир Юсиф Эльтайеб Бабикера господинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. 

Уҫă калаҫăва ҫакăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ– экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев, Раҫҫей МИД Шупашкарти уйрăмĕн ертӳҫи Александр Погодейкин хутшăннă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев сумлă хăнана регионăн потенциалĕ пирки каласа кăтартнă, экономика аталанăвĕн ҫитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă, хальхи вăхăтра республика тĕнчери 95 ҫĕршывпа тачă ҫыхăнса ĕҫленине хыпарланă. Чăваш Республикин тулашри суту-илӳ таварĕсен калăпăшĕ ҫулран ҫул ӳссе пынине, пĕлтĕр кăтарту 495,5 млн доллар США танлашнине асăннă. Палăртма кăмăллă, 2016-мĕш ҫулхинчен 30,8 процент чухлĕ нумайрах.    Чăваш Республикин экспорта куҫарнă таварсем ытларах ҫаксем: хими, электротехника, строительство пайĕнчи хатĕрсем, пылак ҫимĕҫ таварĕсем тата ыттисем те.   

Надир Бабикера  господин хăйĕн сăмахĕнче икĕ еншĕн туслăх ҫыхăнăвĕсем вăй илсе пыни ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пуласса палăртнă.  Чăваш Республикин ҫитĕнĕвĕсемпе вăл РФ МИД презентаци иртнĕ чухне тарăнрах паллашнине пĕлтернĕ.  Ун чухне шăпах та, регион тĕрлĕ енлĕн анлă аталанса пынипе кăсăкланнине каланă. Хăнасене ял хуҫалăх пайĕ кăсăклантарнă. «Африка ҫĕршывĕнче Судан ял хуҫалăхĕпе курăмлă вăй илсе пыни куҫкĕретех. Пире анчах та технологипе ĕҫлеме вĕренни уйрăм пĕлтерĕшлĕ.  Эпир чăнласах та, Чăваш Республикипе ҫыхăну тытма хатĕр», – тенĕ сумлă хăна  Надир Бабикера.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ  регион ытти ҫĕршывсене ӳсен-тăрана хӳтĕлеме май паракан хатĕрсем тирпейлесе кăларса тăратнине хыпарланă, Судан Республикишĕн те ҫак ыйту кăсăклă пулма пултарассине асăннă.

Хăнасем медицина пайĕнчи ĕҫсем пирки те ыйтса пĕлнĕ, ку енĕпе те ҫыхăнусем тытма хатĕррине пĕлтернĕ. «Кашни ҫул тенĕ пекех пирĕн ҫынсем Мускав хулине сипленме ҫӳреҫҫĕ. Эпир пĕлнĕ тăрăх, сирĕн тăрăхра сывлăха ҫирĕплетме хаклă мар», – тенĕ вăл.

Чăваш Ен куҫсене сиплессипе ытти ҫĕршывсемшĕн тĕслĕх пулса тăчĕ. Технологи вăй илет, пĕлтĕр 25 пин операци тунă, филиал Раҫҫейри чи палли тесе каланă сăмаха малалла тăснă май Михаил Игнатьев.

Ертӳҫĕсем вĕренӳпе наука пирки те чарăнса тăнă.  Паянхи кун тĕлне И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче Судан Республикинчен виҫĕ ҫын вĕренет. Вĕсем хапăл тусах пирĕн тăрăхра хăйсен тавракурăмлăхне ӳстерсе пыраҫҫĕ тесе ҫирĕплетнĕ ертӳҫĕсем. Вырăнти халăх питĕ кăмăллă пулнине асăнаҫҫĕ студентсем.

Александр Погодейкин  хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре чăнласах та аталанса пыма условисем лайăх тесе асăннă.  Тĕрлĕ халăх ҫыннисем пĕр-пĕринпе туслă пурăннине, яланах хисеплеме пĕлнине ҫирĕплетнĕ.  Регион экономика енчен хăватлă аталанать тенĕ вăл.  Кун пирки РФ МИД аппаратĕнче те асăнса хăварнă пулнă.  

Уҫă калаҫăва пĕтĕмлетнĕ май, пухăннă ертӳҫĕсем ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарассине палăртнă. «Туслăн яланах экономикăна вăй илме пулăшу парать.  Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ пуҫаруллă проектсем пурнăҫланаҫҫĕ. Йывăрлăхсене парăнтарма та сахал мар тĕрев пулĕ», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Надир Юсиф Эльтайеб Бабикера региона ĕҫлĕ ҫулҫӳревпе килсе ҫитнĕ май, чи малтан вĕсем предпринимательсене аса илтерсе тăракан уҫланкăна йĕркелесе ярасси пирки канашланă, калаҫса килĕшнĕ хыҫҫăн йывăҫ-тĕмсем лартса хăварнă, республикăри предприятисемпе организацисен ĕҫĕсемпе паллашнă, чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе культурипе кăсăкланнă.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика