Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планерка ирттернĕ
11.02.2019Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планерка ирттернĕ

Нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планерка ирттернĕ. Ку хутĕнче ăна Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Хусанта ĕҫлĕ ҫӳл ҫӳревре, Чăваш Ен Правительствин Председателĕ Иван Моторин ĕҫлĕ командировкăна тухса кайнă май, канашлăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина йĕркелесе ертсе пынă. Ĕҫе пухăннисем сунарҫăсемпе ҫыхăннă ыйтусем тавра сăмахланă. Ыйтупа тĕплĕнрех Чăваш Республикин ҫутҫанталăк ресурсĕпе экологи министрĕ Александр Коршунов тарăн доклад туса панă. Субвенци мелĕпе федераци хыснинчен службăна 9,5 млн уйăрнине, республика бюджетĕнчен 4,2 млн пăхса хăварнине хыпарланă.

2018 ҫулта сунарҫăсен пурĕ 14 пин чĕрчун тытма ирĕк пулнă, вĕсенчен: 24 пăши, 189 хир сысни, 6720 ҫемҫе тĕклĕ чĕрчунсем, 7188 - вĕҫен кайăк.  Ятарлă служба ĕҫченĕсем сунарҫăсем йĕрке пăсасран сыхă кулленех тăнине пĕлтернĕ министр. Пĕлтĕр кăтарту япăх мар, маларахри ҫултан 20,6 процент чухлĕ чакнă йĕрке пăсакансен шучĕ тенĕ вăл.

Шкул ачисене вĕренме йышăнасси пирки электронлă майпа черет йĕркеленĕ. Ыйтупа тĕплĕнрех Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов каласа кăтартнă.

Палăртнă тăрăх, 2019 ҫулта пĕрремĕш класа пурĕ 16 000 ача килесси планра пур. Вĕсенчен Шупашкар хулинчи шкулсенче пурĕ 7300 шкул ачи пĕрремĕш хут парта хушшине ларĕ.

Хальхи вăхăтра шкула ҫӳреме ирĕк илесси пирки электронлă майпа ыйтса ҫырнисене шута илес ĕҫ малалла пырать.  

2019 ҫулта нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне пурĕ 7057 заявлени йышăннă ашшĕ-амăшĕсенчен. Кăлтăксем пачах та пулман, нимĕнле чăрмавсем те сиксе тухман.    

Шупашкарти шкулсем хушшинче чи анлă сарăлнисем: пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 1, 9, 59, 61, 53, 56 №-лĕ вĕренӳ учрежденийĕсем. Ку шкулсене ашшĕ-амăшĕсем ытларах ыйтса ҫыраҫҫĕ, ачасене вырнаҫтарассишĕн.

Чăваш Енри ачасен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Елена Сапаркина  хăйĕн сăмахĕнче «Садовый» микрорайонти лару-тăру пирки сăмах пуҫарнă, йывăрлăхсем пирки каласа панă. Хула ертӳлĕхне хушма шкулсем вăл района ҫирĕплетме ыйтнă. Иртнĕ кану кунĕнче «Раҫҫей йĕлтĕр-йĕрĕ» чупу иртнĕ. Вăл шутран Чăваш Енре те массăллă чупăва халăх йышлăн пухăннă. Кăтарту пысăк тесе ҫирĕплетсе каланă Чăваш Республикин спорт министрĕ Михаил Богаратов.   

Ăмăртусем регионти мĕнпур хуласемпе районсенче пулнă.  Пурĕ республикăра ҫак мероприятисене 64 898 ҫын хутшăнма кăмăл тунă тесе сăмаха малалла тăснă министр.  Чăваш Республикин тĕп хулинче йĕлтĕрпе чупса ăмăртассипе ăмăртусем аэропорт территорийĕнче иртнĕ. Торжествăлла мероприятине уҫнă ҫĕре Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев, Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫи Алексей Ладыков, ăмăртусен тĕп судйи, II-мĕш Олимп вăййисен ҫĕнтерӳҫи, Раҫҫей спорт мастерĕ Лана Прусакова килсе ҫитнĕ. Ăмăртăва VIP-чупуран пуҫланă. Кайран пурте 3 ҫухрăма йĕлтĕрпе ăмăртма тухнă. Ҫак кун 5 ҫухрăмпа 10 ҫухрăм чупаканнисем те чылайăн пулнă.  Яланхиллех мала тухнисене медальсемпе дипломсем парса чысланă.  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика