Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Хусанта РФ Патшалăх канашĕн анлă ларăвĕ умĕн пулнă ĕҫлĕ канашлăва хутшăннă
11.02.2019Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Хусанта РФ Патшалăх канашĕн анлă ларăвĕ умĕн пулнă ĕҫлĕ канашлăва хутшăннă

Михаил Игнатьев принял участие в работе семинара-совещания по вопросам жилья в рамках расширенного заседания Госсовета РФНарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Хусанта. Унта вăл Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн анлă ларăвĕ умĕн йĕркеленĕ канашлу ĕҫне хутшăннă. Палăртнă мероприятине РФ ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен ертӳҫисем, тĕрлĕ служба пуҫлăхсем чылайăн пухăннă.  Хула хутлӑхӗн пахалӑхне тата хӑтлӑлӑхне тытӑмлӑн ӳстер­мелли майсем туса хурас тӗллевпе Раҫҫей Федерацийӗн стратегиллӗ аталанӑвӗн «Хулан хӑтлӑ хутлӑхне йӗркелесси» приоритетлӑ проектне пурнӑҫлас ӗҫ малалла тӑсӑлать.  Ҫавна май канашлăвăн кун йĕркипе килĕшӳллĕн палăртнă ыйтăва тарăн сӳтсе янă. Палăртса хăвармалла, анлă ларăва ҫавăн пекех РФ Президенчĕн Администрацийĕн Ертӳҫин Пĕрремĕш ҫумĕ Сергей Кириенко тата ытти ертӳҫĕсем хутшăнаҫҫĕ.

 Асăннă кун хăнасене ИТ-проектсемпе паллаштарнă. Пуҫлăхсем  транспорт тата социаллă сферăн инфратытăмне ҫĕнетсе улăштарас, ҫурт-йĕрсем хăпартса лартма ҫĕрсене пăхса хăварас, строительство пайне модернизацилес, объектсем ҫĕклекенсене кирлĕ пек условисемпе тивĕҫтерес, нормативлă право базине ҫĕнетес, пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсенчен граждансене куҫарса хăтлă хваттерсемпе тивĕҫтерес ыйтусене тарăн пăхса тухнă. Ҫамрăксене, нумай ачаллă ҫемьесене хваттерпе тивĕҫтересси пирки те ыйтусене тапратнă.

Ыран, нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн анлă ларăвĕ иртет. Хулан хӑтлӑ хутлӑхне йӗркелесси пирки канашлӗҫ.

РФ Патшалăх канашĕн Председателĕ Владимир Владимирович Путин. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн йышĕнче тăрать, унăн членĕ шутланать.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика